В виде календаря
|
Аслă шкулсенче абитуриентсенчен вĕренме кĕме заявлени йышăнмалли тапхăр вĕçленет. ГТРК "Чувашия", 23.07.2018
Дата: 24 июля 2018 | Категория: СМИ о нас
Йышăну кампанийĕн хĕрÿ тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Кăçал аслă шкулсенче тÿлевсĕр вырăн нумайрах, çавăнпа абитуриентсем документсемпе тÿрех темиçе вырăна çитеççĕ. Çамрăксем ытларах мĕнле професси суйлаççĕ? Кун пирки тĕплĕнрех — сюжетра. Красноармейски районĕнчен килнĕ Эдуард Григорьев тÿлевсĕр вĕренме кĕме харăсах Шупашкарти 2 аслă шкула заявлени панă. Кăçал тÿлевсĕр вырăнсен шучĕ пин çурă ытларах, çавăнпа бюджет майĕпе вĕренме кĕресси те çăмăлланнă. Апла пулин те конкуренци çав-çавах пысăк. Чăваш Патшалăх университетĕнче, сăмахран, пĕр вырăна 7, Педагогика университетĕнче — 6, Ял хуçалăх академийĕнче — 4 çын. Академие вĕренме кĕрес текенсем ытларах экономика, менеджмент енĕсене суйлаççĕ, 2-мĕш вырăнта — инженери. Источник: http://chgtrk.ru/news/20005 |
|