Аслă шкулсенче абитуриентсенчен вĕренме кĕме заявлени йышăнмалли тапхăр вĕçленет. ГТРК "Чувашия", 23.07.2018




Йышăну кампанийĕн хĕрÿ тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Кăçал аслă шкулсенче тÿлевсĕр вырăн нумайрах, çавăнпа абитуриентсем документсемпе тÿрех темиçе вырăна çитеççĕ. Çамрăксем ытларах мĕнле професси суйлаççĕ? Кун пирки тĕплĕнрех — сюжетра.

Красноармейски районĕнчен килнĕ Эдуард Григорьев тÿлевсĕр вĕренме кĕме харăсах Шупашкарти 2 аслă шкула заявлени панă.

Кăçал тÿлевсĕр вырăнсен шучĕ пин çурă ытларах, çавăнпа бюджет майĕпе вĕренме кĕресси те çăмăлланнă. Апла пулин те конкуренци çав-çавах пысăк. Чăваш Патшалăх университетĕнче, сăмахран, пĕр вырăна 7, Педагогика университетĕнче — 6, Ял хуçалăх академийĕнче — 4 çын. Академие вĕренме кĕрес текенсем ытларах экономика, менеджмент енĕсене суйлаççĕ, 2-мĕш вырăнта — инженери.

Источник: http://chgtrk.ru/news/20005