В виде календаря
|
Ял хуçалăх академийĕн пулас абитуриенчĕсем
Дата: 15 января 2019 | Категория: СМИ о нас
Красноармейскинче 3-мĕш çул агрокласс ăнăçлă ĕçлет. Пĕлтĕр шкул пĕтернĕ 47 хĕрпе каччăран 8–шĕ пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарас тĕллевпе Ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Ятарлă курссенче мĕне хăнăхаççĕ тата хушма пĕлÿ çамрăксене мĕнпе илĕртет? Ку ыйтусемпе Леонид Петров корреспондент кăсăкланчĕ. Леонид Петров, Вадим Владимиров Профиллĕ программăна Вĕренÿ тата Ял хуçалăх министерствисем пуçарнă. Республикăри пĕрремĕш агрокласа Трак вăтам шкулĕнче 3 çул каялла уçнă. Вăл красноармейскисемшĕн кăна мар, республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ятарлă уроксенче пулас абитуриентсем техникăпа инженери наукисене, çавăн пекех химипе биологие тарăнрах ăша хываççĕ. Çавăн пекех ертсе пыракан предприятисен ĕçĕ–хĕлĕпе паллашаççĕ. Малтан вĕрентекенсем тĕп хуларан кашни шăмат кун килсе çÿренĕ. Халĕ дистанциллĕ майпа вĕренеççĕ. Ятарлă курссенче районти 4 шкулти аслă классенчи 100 ача ăс пухать. Малашне ял хуçалăхĕпе çыхăннă професси суйламасан та, хушма пĕлÿ илнин усси пысăк, теççĕ хĕрсемпе каччăсем. Паянхи куна агроклассем кашни районтах пур. Вĕсенче пурĕ 570 ытла хĕрпе каччă вĕренет. Апла пулсан республикăн агропромышленноç тытăмĕ çамрăк кадрсемпе пуянлансах пырасса шанма пулать. Источник: http://chgtrk.ru/news/21766 |
|