Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Май 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » "Ăратлăхпа ĕçлемелле". "Хыпар", 23.06.2018
"Ăратлăхпа ĕçлемелле". "Хыпар", 23.06.2018
Дата: 25 июня 2018 | Категория: СМИ о нас
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче республикăра чĕр тавара вырăнта тирпейлессине, сĕтлĕ выльăха ĕрчетессине аталантарассипе «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ЧР Ял хуçалăх министерствин представителĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Сĕтлĕ выльăха ĕрчетессипе республикăра малта пыракан хуçалăхсен ертÿçисем çитĕнÿ вăрттăнлăхĕпе, пуян опытпа паллаштарчĕç. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăн директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова каланă тăрăх, продукци туса илессине ÿстерме ăратлăхпа ытларах ĕçлемелле. Вĕсем ăратлă пăрусене аякранах кÿрсе килеççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра ĕне пуçне талăкра 30 л ытла сĕт паракан ĕнесем те пур. Паллах, апат рационне те пуянлатмалла.

Ларура тупăш ытларах илмешкĕн чĕр таварăн хăй хаклăхне чакарма сĕнчĕç. Ăна валли энерги ресурсне перекетлекен техникăпа, технологипе усă курмаллине палăртрĕç. Ял хуçалăх малашлăхĕ — çамрăксенче. Отрасле яш-кĕрĕме ытларах явăçтарма, ку енĕпе малашне çыхăнса ĕçлеме ЧР Ял хуçалăх министерстви, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, АПК организацийĕсем виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.

Аслă шкулăн акт залĕнче 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Агро-100» клуба кĕме тивĕçнĕ организацисемпе фермер хуçалăхĕсене палăртрĕç. Малти вырăнсене «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Цивильский бекон» филиалĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «ЯХК «Атлашевский» /Шупашкар районĕ/пĕрлешÿсем тивĕçрĕç. Вĕсене вымпел /1-мĕш вырăншăн/, Хисеп хучĕ парса чысларĕç.

Николай АЛИВАНОВ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ертÿçи:
— Иртнĕ çул пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Кăçал Çĕрпÿсем пирĕнтен иртрĕç. Чăн та, чĕр тавар тирпейлессипе вăйлă ĕçлесе пыракан предприятипе пире тупăшма йывăртарах.
Çапах эпир те малаллах аталанатпăр, талпăнатпăр. «Агро-100» клуб тата лайăхрах ĕçлеме хĕтĕртет.

Александр БАХТЕРОВ, Комсомольски районĕнчи «Асаново» хуçалăх ертÿçи:
— «Агро-100» клуба лекрĕмĕр, анчах списокра 22-мĕшĕнче. Иртнĕ çул вара тата хыçаларах пулнăччĕ. Кăçал палăрмаллах çĕкленни савăнтарать. Ман шухăшпа, ĕç тухăçлăхне палăртнă чухне пысăк тата пĕчĕк хуçалăхсене, продукцие вырăнтах тирпейлекенсене уйрăмшар хакламалла.

Эдуард АРСЕНТЬЕВ, Канаш районĕнчи фермер:
— Аслă шкултан вĕренсе тухсан ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Иртнĕ çул грант илсе фермер хуçалăхĕ уçрăм. Маншăн пысăк пулăшу пулчĕ. Паянхи мероприяти АПКра лайăх ĕçлесе пыракан ертÿçĕсемпе, специалистсемпе паллашма май пачĕ.


Лариса НИКИТИНА.
"Хыпар", 23.06.2018.
http://hypar.ru/cv/aratlahpa-eclemelle
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru