Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Май 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » Аркадий Айтак çуралнăранпа 80 çул çитрĕ
Аркадий Айтак çуралнăранпа 80 çул çитрĕ
Дата: 8 июня 2017 | Категория: СМИ о нас


Çавна халалласа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ. Студентсемпе вĕрентекенсемсĕр пуçне унта хуçалăх ертӳçисем, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем пухăнчĕç.

Аркадий Айтак ятне пĕлмен чăваш çук. Хăй вăхăтĕнче ăна Совет Союзĕпе чапа тухнă Андриян Николаевпа тата Надежда Павловапа танлаштарнă. 60-мĕш çулсенче «Огонёк» журналта Айтак ертсе пыракан «Ленинская Искра» колхозăн ырă ĕçĕсем çинчен сăн ÿкерчĕксемлĕ пысăк статья пичетлесе кăларнă хыççăн, пирĕн республика пирки пĕтĕм çĕршывĕпе калаçма пуçланă. Инçетре пурăнакан ентешсем тăван халăхпа мухтанса пуçĕсене çӳллĕ çĕкленĕ. Андриян Николаев космоса вĕçнĕ хыççăн чăвашсен тепĕр хут чун хумханăвĕпе мăнаçлăха чĕртекен çутă саманчĕ пулнă ку. Айтак ячĕпе йĕркеленĕ конференцире ялсенче çут çанталăкпа вырăнлă усă курас тата экономикăпа пурнăçа аталантарас ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Малтан «Ленинская Искра» колхозпа унăн паллă ертӳçи çинчен ӳкернĕ фильм курчĕç. Андрей Макушев ректор хăнасене сцена çине чĕнсе конференцине пуçарса ячĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Аркадий Айтак ĕçне манса кайма пуçларăмăр, республикăмăрти ял хуçалăх çĕрĕсен 70-80 проценчĕ паян та эрозипе сиенленет, терĕ. Пухăннисене саламланă май, Айтак çуралнă кунĕ мĕнпур халăх уявĕ тесе, академире вĕрентекенсемпе специалистсене хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Агропромышленноç ветеранĕсен Канашĕн ертÿçи Петр Ивантаев Айтак чунĕпе çав тери çирĕп, нимрен те хăраман хăюллă çын пулнине палăртрĕ. Ун пек хресченсем малашне те тупăнсан ял пуласлăхĕ пур, терĕ.

- Хăй пĕлет пулсассăн та, вăл çынран канаш ыйтма именмен, - тет ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Вениамин Спиридонов.

Аркадий Айтак профессипе çĕр ĕçченĕ пулман. Ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрейменнипе хирĕçри пединститута, филологи факультетне çул тытнă. Çавах та пурнăç шăпи ăна ял хуçалăхнех илсе çитернĕ. Паллă çын юбилейне аван та тĕплĕ хатĕрленнĕ академире, сăн ӳкерчĕксен куравне йĕркеленĕ. Андрей Макушев ректор министерство пулăшнипе студентсене «Ленинская Искра» хуçалăха илсе кайса кăтартрăмăр, терĕ. Унта йĕркеленĕ пурнăç вăл - этемлĕхпе çут çанталăк килĕшсе аталанма пултарнă тĕслĕх. Çак опыт студентсене вĕрентес ĕçре те питĕ кирлĕ, тесе палăртрĕ. Айтак ĕçĕ - çын хăйне кирлине çут çанталăка сиенлемесĕр туса илме пултарнине кăтартать, пĕтĕмлетрĕç пухăннисем.

Александр Осипов, Михаил Солин,
ГТРК "Чувашия", 07-06-2017.

Источник: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=16062
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru