В виде календаря
|
Аслă шкулсенче абитуриентсене йышăнма хатĕрленеççĕ
Дата: 1 июня 2017 | Категория: СМИ о нас
Университетсемпе институтсенче кăçал миçе бюджетлă вырăн хатĕрленĕ тата мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ вĕренме кĕрекенсене? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ 3 аслă шкулта пулса курчĕ, кăçалхи йышăну кампанийĕн уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Кирилл Николаев çитес 2 çула йăлтах планласа хунă. Унта уроксем, факультативсем тата репетиторсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вăл хăйĕн пушă вăхăтне пĕтĕмпех кĕнекесемпе ирттерме хатĕр. Унăн пĕр тĕллев - пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене аван тытса аслă шкула вĕренме кĕресси. Арçын ача шкул пĕтерсен Чăваш Енрех юласшăн. Халĕ унăн пулас профессине тата вĕренӳ заведенине суйламалла. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинчен пĕлтернĕ тăрăх, программист тата ветеринар специальноçĕсем - абитуриентсен чи юратнисенчен пĕрисем. Çавăнпа йышăну комиссине çын йышлă килессе курсах тăраççĕ. Ку аслă шкулта кăçал 576 бюджетлă вырăн. Ветеринари медицинисĕр пуçне çамрăксене инженери тата экономика факультечĕсем кăсăклантараççĕ. Надежда Александрова, Мария Никифорова, Михаил Солин, Александр Яковлев. ГТРК "Чувашия", 01.06.2017. СМОТРЕТЬ СЮЖЕТ Источник: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=16009 |
|