В виде календаря
|
Ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç. ГТРК "Чувашия", 26.04.2017
Дата: 27 апреля 2017 | Категория: СМИ о нас
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Унта ăслăлăх канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. 2015 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр аслă шкула 8 процент ытларах студент вӗренме кĕнĕ. Кунта хамăр республикăра кăна мар, ытти регионра пурăнакансем те ăс пухма кăмăл тăваççĕ. Урăх çĕршывран килнĕ çамрăксем те пур. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче профессорсемпе преподавательсем контракт мелĕпе ĕçлеме пуçланă. Çакна ăслăлăхпа кăсăкланакансем нумайланччӑр тесе пурнăçа кĕртнĕ. Ял хуçалăх академийĕнче агроклассем уçăлни çак аслă шкулшăн кăна мар, пĕтĕм республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — çĕрпе çыхăннă професси суйланă çамрăксене хавхалантарасси. Ларура вĕренÿ заведенине 21 çул ертсе пынă Николай Кириллова «Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн хисеплĕ профессорĕ» ят пачĕç. - Ял хуçалăх академийĕн пуласлăхĕ пысăк, çапах та çитĕнÿпе лăпланса лармалла мар, малалла аталанмалла, - тет вăл. Надежда Александрова, Юрий Васильев. ГТРК "Чувашия", 26.04.2017. Источник: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=15681 |
|