В виде календаря
|
Кăçал Чăваш Енри кашни районта агроклассем уçасшăн
Дата: 7 апреля 2017 | Категория: СМИ о нас
Чăваш Енри яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ял хуçалăх специальноçне хысна шучĕпе илме ăнтăлать. Ун пеккисен шучĕ 2016/2017-мĕш вĕренÿ çулĕсенче палăрмаллах йышланнă. Çамрăксен самай пайĕ ял хуçалăх специальноçне суйланине ĕнентерме республикăн Ял хуçалăх министерстви цифрăсем илсе кăтартать. 2012/2013-мĕш вĕренÿ çулĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен куçăн майпа 311 студент вĕренсе тухнă, аграри специалисчĕ пулнине ĕнентерекен диплома кăçал вара 464-ăн алла илĕç. Çамрăксене ял хуçалăх отрасльне илĕртме шкул ачисем валли агроклассем уçни те пулăшать тесе шухăшлаççĕ министерствăра. Пĕлтĕр ун пек вĕренÿ пÿлĕмĕсене 6 районта вуннă йĕркеленĕ. Кăçал кашни районтах уçасшăн. Сайт газеты "Хыпар", 07.04.2017. |
|