Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Июнь 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Главная страница » СМИ о нас » Çамрăка яла хăварасчĕ. "Хресчен сасси", 02.02.2017
Çамрăка яла хăварасчĕ. "Хресчен сасси", 02.02.2017
Дата: 2 февраля 2017 | Категория: СМИ о нас
Çамрăксене ял хуçалăх отраслĕпе ытларах кăсăклантарма районсенче аграри класĕсем уçмалли пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та каларĕ. Паянхи куна çакнашкал классем республикăра Шупашкар, Çĕрпӳ, Красноармейски, Патăрьел районĕсенче йĕркеленнĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Кăшавăш тата Янăш шкулĕнчи профильлĕ классенче вĕренекенсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине экскурсие килнĕ. Вĕсене унта ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ. Малашне çамрăксене çири симĕс жилетсене пула тӳрех палласа илĕн.

Экскурси вăхăтĕнче вĕренекенсем ку чухнехи ял хуçалăх техникипе паллашнă, "Шупашкарти автокомпонентсен завочĕ" пĕрлешĕве те çитсе курнă. Практика занятийĕсем килĕшнине пĕлтернĕ вĕсем.

Тимĕре хĕрнĕ чух туптамаллине, ачана çамрăкран вĕрентмеллине калаççĕ халăхра. Тăван çĕре юратассине те пĕчĕкрен ăша хывмалла-тăр. Унсăрăн ялта специалистсемсĕр юлма пулать. Сăмахран, выльăх тухтăрĕ пур çĕрте те çитмест. Механизаторсем те ытларахăшĕ пенси çулне çывхараççĕ. Нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Йӳçкасси тăрăхĕнче пултăмăр. Вăрманкас ялĕнче пурăнакан Петр Грачев 80 çулччен водительте тăрăшнă. "Тимĕр урхамах" рульне вăл пĕлтĕр çеç алăран янă.

Самана улшăннă май техника та çĕнелет-çке. Ăна алла илме вара çамрăка çăмăлрах. Çавăнпа та ял хуçалăх класĕсем уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тен, çак мелпе усă курса каччăсемпе хĕрсене яла хăварма май пулĕ. Паллах, çамрăк специалистсене тивĕçлĕ шалу та тӳлемелле. Çемье çавăрма çурт-йĕр те кирлĕ.

Ача-пăчана ĕçпе çитĕнтерни вара япăх мар. Акă Пушкăртстан ял хуçалăх наукисен докторĕ, Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн депутачĕ Амир Ишемгулов Авăркас районĕнчи тăватă шкула 5-шер хурт çемйипе тивĕçтернĕ.

Пишкайăн ялĕнчи шкулта биологипе хими предметне 13 çул ертсе пыракан Марина Петрова хурт-хăмăр аталантарас ĕçе хăй çине илнĕ. Мĕншĕн тесен ку енĕпе унăн паха опыт пур иккен: кил хуçалăхра мăшăрĕпе пĕрле вĕлле хурчĕ ĕрчетеççĕ.

6-9-мĕш классенче вĕренекенсем кружок занятийĕсенче теори вĕреннĕ пулсан çуллахи вăхăтра практикăна çӳренĕ. Çапла çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне вĕрентекен ачасемпе пĕрле тутлă та техĕмлĕ, усăллă пыл самаях хатĕрленĕ.

Ачасем тăрăшни сая кайман. Ĕпхӳ хулинче иртнĕ "Çамрăк натуралист — 2016" ял хуçалăх продукцийĕн куравĕнче Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă. Çакă вĕсене Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнма çул уçнă. Унти пĕтĕмлетӳсем тăрăх — çамрăк хурт-хăмăрçăсем "Вĕренекенсем хушшинче професси суйласа илес енĕпе ĕçлекен тытăма аталантарни тата ял хуçалăх сферине çĕнĕ кадрсене явăçтарни" номинацире бронза медале тивĕçнĕ.

Çапла, чĕлхе çеç мар, ĕçченлĕх те Мускава çитерет.

Валентина ПЕТРОВА.
"Хресчен сасси", 02.02.2017
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Кадры в АПК
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru