Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Май 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » Халĕ - çĕнелмелли çĕнĕ тапхăр. "Хыпар", 25.10.2016
Халĕ - çĕнелмелли çĕнĕ тапхăр. "Хыпар", 25.10.2016
Дата: 25 октября 2016 | Категория: СМИ о нас
Халĕ - çĕнелмелли çĕнĕ тапхăр. "Хыпар", 25.10.2016Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен чăваш халăхĕ яланах кĕрекере савăннă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн сумлă юбилейĕ те кĕр мăнтăрĕпе пĕр килни ытахальтен мар тейĕн. Чăн та, ака е вырма вăхăтĕнче пулсан аслă шкулăн çавра кунне паллă тума унăн выпускникĕсем, чылайăшĕ — ял хуçалăх тытăмĕнчех тăрăшакансем, çапла йышлăн килсе çитеймĕччĕç те.

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне республикăри чи аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕрне — ял хуçалăх академине — 85 çулпа саламлама тĕрлĕ çулта аслă шкул ертÿçи пулнисем, ăсчахсем, педагогсем, студентсем, вузран вĕренсе тухнисем, республикăри тĕрлĕ тытăм представителĕсем, Чăваш Енри, ытти регионри тĕрлĕ вĕренÿ за-веденийĕн пуçлăхĕсем йышлăн пухăнчĕç. Чаплă уява Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров та хутшăнчĕ.

Хăнасене ЧПЯХА ректорĕ Андрей Макушев ăшшăн кĕтсе илнĕ май çапла каларĕ:

— Академи сакăр теçетке ытла çул урлă каçрĕ пулин те — çамрăк-ха. Самана таппи çĕршывăмăрта ял хуçалăхне приоритетлă вырăн пама хистенĕ май пирĕн юратнă вузшăн çĕнĕ тапхăр пуçланать. Çĕнелмелли, хальччен пухнă опыта тĕпе хурса «уçман çеремсене» ĕçе кĕртмелли тапхăр. Пултаруллă ĕçтешсем хăйсен ăс-тăнне, ырăлăхне студентсене пама пултарсан, ырă вăрă пулăхлă çĕре варăнса калчаланнă пек, шанатăп, тухăç та ăнса пулĕ — пирĕн патран республикăна мала ярассишĕн тăрăшакан, пархатарлă тĕллевсемпе малашлăха талпăнакан, пысăк ăсталăхпа палăрса тăракан ывăл-хĕр çитĕнсе тухĕ.

Уявра академире тăрăшса вăй хуракан пысăк йыша тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Вĕсене Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников, çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов, ЧР Патшалăх Канашĕн Комитет пуçлăхĕ Сергей Павлов, РФ патшалăх автоçул надзорĕн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Юрий Титов, Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева пачĕç.

Ирина ПУШКИНА.
"Хыпар", 25.10.2016.
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru