В виде календаря
|
Ячĕ – асрах, сăнарĕ – куç умĕнчех. "Хыпар", 05.10.2016
Дата: 6 октября 2016 | Категория: СМИ о нас
![]() Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне уявланă май юратнă педагогсене аса илетпĕр, май килсен ăшшăн саламлама тăрăшатпăр. Сăмах май, вулаканăм, эсĕ те паян хăв сума сăвакан вĕрентекене саламлама ан ман. Эпир вара хамăрăн тĕпеле республикăри вĕренÿ тытăмĕнче палăрнă çынсене йыхравларăмăр. Вĕсем пурте — ăста вĕрентекен е тата пултаруллă ертÿçĕ. Вĕсен паянхи маттурлăхĕнче хăйсен хастар наставникĕсен витĕмĕ те пур. Камсен сăнарне пурнăç тăршшĕпе чĕрере упраççĕ-ха пирĕн респондентсем? Чăн-чăн педагог тесе кам пирки çирĕплетсе калама пултараççĕ? Андрей МАКУШЕВ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ: — Пурнăçра мана çын пулма витĕм кÿнĕ вĕрентекен, пысăк саспаллирен çырмалли педагог — темиçе те. Вĕсенчен чи тарăн йĕр хăварни — Шупашкарти 34-мĕш гимназире /халĕ – 1-мĕш гимнази/ историпе тата общество пĕлĕвĕпе вĕрентнĕ Лидия Андреевна Ищенко. Вăл Тăван çĕршыв историне кăна мар, Авалхи тĕнче, ют çĕршывсен историйĕсене юратма хăнăхтарма пĕлетчĕ. Тĕлĕнмелле чаплă урокĕсем яланлăхах асра юлнă. Вăл тăрăшнипе вĕренекенсен темиçе ăрăвĕ историе килĕштернĕ, аван пĕлнĕ. Истори — чăнлăх çути, чĕрĕ астăвăм, пурнăç вĕрентекенĕ, иртнĕлĕхĕн хыпарçи. Иртнине пĕлмесĕр малашлăха йĕркелеймĕн. Çакна ăнланма май панă та пире юратнă вĕрентекенĕмĕр. |
|