Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Апрель 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Главная страница » СМИ о нас » Хастарсене - медальсем. "Хыпар", 05.04.2016.
Хастарсене - медальсем. "Хыпар", 05.04.2016.
Дата: 5 апреля 2016 | Категория: СМИ о нас
Хастарсене - медальсем. "Хыпар", 05.04.2016.Хĕллехи спорт сезонĕ вĕçленсе пынă май хăйсен ăсталăхĕпе тимĕр вăййине юратакансем палăрчĕç. Нумаях пулмасть Владимир хулинче — штангистсем, Тюмень облаçĕнчи Сургутра кире пуканĕ йăтакансем вăй виçрĕç.

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа тимĕр вăййипе чăваш хĕрĕсем те кăсăкланма тытăнчĕç. Помост çинче пуринчен ытларах Етĕрне районĕнчи пикесем çитĕнÿсем тăваççĕ. 10-12 çул каялла унти спорт шкулĕнче вĕреннĕ Яна Виноходова Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче темиçе хутчен çĕнтерчĕ, штанга йăтассипе спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне чи малтан тултарчĕ. Владимир хулинче иртнĕ юниорсен çĕршыври чемпионатĕнче вара пирĕн республикăри атлетсенчен Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен 20 çулти Александра Козлова пуринчен ăнăçлăрах ăмăртрĕ. Вăл 69 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медале тивĕçрĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕ пулса тăчĕ. Унăн юлташĕ, Патăрьел районĕнчи Дмитрий Исаков, çăмăл виçере /63 кг/ ăмăртса виççĕмĕш кăтартупа палăрчĕ.

Сургут хулинче Чăваш Ен чысне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕн, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Б.Н.Глинкинăн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ. Экономика факультечĕн студентки, тĕнче чемпионачĕн иртнĕ çулхи призерĕ Анастасия Александрова 24 килограмлă кире пуканне малтан — сулахай, унтан сылтăм алăпа 123 хут сулласа çĕкленĕ, 68 килограмлă виçере Раççей чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Унăн кăтартăвĕ — республикăн çĕнĕ рекорчĕ. Ылтăн медальсене çавăн пекех Борис Николаевичăн вĕренекенĕсем Алексей Ивановпа Александр Павлов тивĕçнĕ. Çу уйăхĕнче вĕсем пурте Польшăри Гданьск хулинче Европа шайĕнче мала тухассишĕн тупăшĕç.

Петр СИДОРОВ.
"Хыпар", 05.04.2016.
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru