Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Май 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » Чăваш пылĕпех чей ĕçесчĕ. "Хресчен сасси", 17.03.2016
Чăваш пылĕпех чей ĕçесчĕ. "Хресчен сасси", 17.03.2016
Дата: 18 марта 2016 | Категория: СМИ о нас
Чăваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри çитмĕл ытла хурт-хăмăр ăсти Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă.
Академин ветеринари медицини тата зоотехника факультечĕн деканĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Геральд Тобоев палăртнă тăрăх – утар ĕçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене тĕплĕ сÿтсе явса йышăнусем тума вăхăт. Мĕншĕн тесен çулталăкра пĕр вĕлле хурчĕн çемйине пăхма каякан тăкак сумми ÿсет, чир-чĕр тĕлĕшпе те лару-тăру çăмăл мар, хуртсен тухăçлăхĕ чакать. Пыл кăна мар, хурт паракан ытти чĕртавар та сахалланать. Республикăра вĕсемпе хамăр çынсенчен ытла ютран килекенсем тата пуçтарса çÿрекен усламçăсем сутă тăваççĕ.

Утарçăсенчен чылайăшĕ хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Шупашкар районĕнчи "Пыл çурчĕ" фермер хуçалăхĕн ертÿçи Юрий Николаевский пыл ытларах пуçтарма пулăшакан технологи майĕсемпе усă курни çинчен каласа кăтартнă. Потребительсен обществин канашĕн председателĕ Вениамин Чернов "Утар" ятлă потребпĕрлешÿ йĕркелеме сĕннĕ тата ытти те.

Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç ял хуçалăхĕн уйрăлми пайĕ /вăл та халăха тăрантарать, сывлăхне çирĕплетме пулăшать/ пулнине шута илсе конференцие хутшăннисем республикăри утарçăсен пĕрлешĕвне йĕркелемеллине палăрт-нă. Вĕсен шухăшĕпе вырăнти суту-илÿ тытăмне хамăр патри чĕртавара ытларах кăлармалла, пыл ярмăрккисем ирттермелле. Ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне вăйлатма Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ никĕсĕ çинче утарçăсен опытлă станцине йĕркелемелле, вĕренĕве тата ăсталăха ÿстермелли курссем уçмалла. Академин вĕренÿ программине хурт-хăмăр ĕçĕн дисциплинине кĕртмелле.

Конференцире çавăн пекех "2015 çулхи чи лайăх пыл" республика конкурсне ирттернĕ. Унта тăратнă 19 чĕртавара пурте тутанса хак панă. Чи паха пыл Георгий Храмовăн пулнине палăртнă. Иккĕмĕш вырăна Валерий Капитоновпа Сергей Тобоев тивĕçнĕ. Иван Федоровпа Владимир Осиповăн пылне виççĕмĕш вырăнпа хакланă.

Ирина ПАВЛОВА.
"Хресчен сасси", 17.03.2016.
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru