Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Май 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » Пĕр хуçалăхран - икĕ стипендиат. "Хресчен сасси", 04.02.2016
Пĕр хуçалăхран - икĕ стипендиат. "Хресчен сасси", 04.02.2016
Дата: 4 февраля 2016 | Категория: СМИ о нас
Нумай пулмасть республикăри пултаруллă çамрăксене чысларĕç. Ку ырă йăлана 2004 çултанпах тытса пыраççĕ. Çулсерен вĕренÿри, производствăри, спортри, ăслăлăхри тата ытти сферăри чи маттур пĕр пин çамрăка Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине парса хавхалантараççĕ, унăн уйăхри виçи - 1830 тенкĕ.

Çакна тивĕçнĕ яш-кĕрĕм патшалăх пулăшăвне çулталăкĕпех илсе тăрать. Кăçал ăна агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракан 11 çамрăк тивĕçнĕ. Çав шутра иккĕшĕ - Елчĕк районĕнчи «Рассвет» хуçалăх водителĕсем – Вячеслав Мясниковпа Алексей Чернов.

Вячеслав Юрьевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен инженер-агронома вĕренсе тухнă хыççăн тăван ене таврăннă. Аслă пĕлÿллĕ каччăна производство кооперативĕнче унăн специальноçĕпе ĕç вырăнĕ пулманни те хăратман. Ара, каникулсенче хаваспах хуçалăхра тăрăшнă, йывăрлăхран, çĕр ĕçĕнчен пăрăнман. Халĕ те иртен пуçласа каçчен руль умĕнче. Шанса панă ĕçе тĕплĕ тума тăрăшать.

Алексей Михайлович та ырă сăмаха тивĕç. Тăван тăрăхра тымар янă, хуçалăхра тăваттăмĕш çул водительте вăй хурать. Çулленех вырмана хутшăнать, уй-хиртен «сарă ылтăна» кĕлете турттарать. Машина, трактор - пĕрне те тиркемест вăл, ертÿçĕсем хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Пултаруллă йĕкĕтсем ыттисемшĕн – ырă тĕслĕх. Çамрăксем ялта тымар яни аслă ăрăва савăнтарать. Пирĕн пуласлăх - яш-кĕрĕмре. Вĕсем пулсан хуçалăх та аталанĕ, ял та çĕр çинчен çухалмĕ.

Лариса Арсентьева,
"Хресчен сасси", 04.02.2016
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru