|
В виде календаря
|
ГТРК "Чувашии", 29.04.2026
Дата: Сегодня, 12:34 | Категория: СМИ о нас
СМОТРЕТЬ СЮЖЕТ Республикӑра Фермер шкулӗн 7-мӗш юхӑмӗ ӗҫлеме пуҫларӗ Кӑҫал 42 ҫын пӗлӳ илме кӑмӑл тунӑ. Хӑшӗ-пӗриншӗн ҫӗр ӗҫӗ ют мар, ял хуҫалӑхӗнче пирвайхи утӑмсем тӑвакансем те пур. Программӑра пулӑ ӗрчетмелли хальхи технологисем тата мӑйракаллӑ шултра выльӑхпа ӗҫлемелли ҫӗнӗ меслетсем. Фермер ӗҫне хӑнӑхас, тӗрӗс пуҫарса ярас текен сахал мар. Конкурспа пӗр вырӑна 4 ҫын заявка панӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ветерансене "Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фонд филиалӗ пулӑшнипе уйрӑм йӗркепе йышӑнаҫҫӗ. Ку енӗпе Чӑваш Ен ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен регионсем йышӗнче. Фермер шкулӗ уҫӑлнӑранпа 240 ытла специалиста вӗрентсе кӑларнӑ. Иртнӗ 5 ҫулта 65 фермер пӗтӗмӗшле 425 миллион ытла тенкӗлӗх грант пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ. Ял хуҫалӑх аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ӗҫе Аграри университечӗ, Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ тата яваплӑ министерство "Российское село" проектпа килӗшӳллӗн йӗркелесе пырать. Ҫак тарана ҫитсе пулас специалистсене 11 енпе пӗлӳ панӑ. Аталану ҫул-йӗрне палӑртнӑ чухне фермерсен шухӑшне те шута илеҫҫӗ. Алексей Андреев, сӑмахран, шкулӑн 1-мӗш юхӑмӗнче ӑс пухнӑ. Паян ун предприятийӗ сыр тӑвассипе аталанать. Талӑкне пӗр тонна сӗт тирпейлеҫҫӗ, продукцийӗ чи хӑвӑрт пиҫекеннинчен пулса ҫитиччен ҫуршар ҫул кӗттерекенни таран. 5 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал сӗннисенчен пулӑ ӗрчетесси - республикӑшӑн кӑсӑклӑ аталану меслечӗ. Шӑпах ҫак енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатас текенсем Чӑваш Енре хальлӗхе пулӑпа ӗҫлекен хуҫалӑхсем сахалраххине тӗпе хунӑ. Строительство ӗҫӗнче пысӑк опыт пухнӑ Денис Давыдов, сӑмахран, Фермер шкулӗ тепӗр ӗмӗт патне ҫитме пулӑшасса шанать. Пурӑна киле ӗҫре 4 пӗве таранах усӑ курасшӑн вӑл, ангар туса лартасшӑн. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Денис Самаров фермер ҫуралса ӳснӗ ялӗнчех тӗпленсе пурӑнасшӑн. 2023-мӗш ҫулта "Агростартап" программӑпа патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ вӑл. Ӗмӗр пурӑн - ӗмӗр вӗрен тенине шута илсе фермерсен курсне кӗрес тенӗ. Мал ӗмӗтлӗ хастарсене 7-мӗш юхӑма йышӑннӑ кун аслӑ шкулта Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн кунӗ иртрӗ. Специалистсем студентсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Банк ӗҫченӗсемпе тӗл пулни ӗҫ вырӑнӗ суйлассине витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Алиса Александрова, Денис Афанасьев |
|