|
В виде календаря
|
Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ял ҫамрӑкӗсен форумӗ иртрӗ. ГТРК "Чувашия", 16.04.2026
Дата: Вчера, 10:27 | Категория: СМИ о нас
Унта регионти мӗн-пур муниципалитетран хастар яш-кӗрӗм пуҫтарӑнчӗ. Вӑл шутра студентсем, ҫамрӑк специалистсем, предпринимательсем. Калӑпӑшлӑ тӗлпулӑвӑн тӗп тӗллевӗ - "Раҫҫей ялӗ" проектпа килӗшӳллӗн "Единая Россия" партин халӑх программи валли сӗнӳсем пухасси. СЮЖЕТ Форума хутшӑннӑ 250 ытла ҫын ҫамрӑксен ялти пурнӑҫне, ӗҫ-хӗлне, ял аталанӑвне сӳтсе яврӗ. Хӑйсен шухӑшӗ, курӑмӗ пирки кашниех уҫҫӑн калама пултарчӗ. Сӑмах май, Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри кашни 3-мӗш ҫын - ку вӑл 35 процент - ҫӗр ҫинче ӗҫлесе ялта пурнӑҫ тӑвассине суйлать. Форума хутшӑнакансем ҫавра сӗтелсем хушшине пайланчӗҫ. Хӑшӗ "Сывлӑхлӑ ял", тепри "Ялти услам" пирки хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех калаҫура кадрсемпе, хӑтлӑх кӗртессипе, спортпа, чӗрчунсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч темӑсене хускатрӗҫ. Модераторсем ертсе пынипе ялсен аталану ҫул-йӗрне хывма тӑрӑшрӗҫ. Спорт пирки ҫӗнӗ шухӑш сӗнекенсем, сӑмахран, "Земство тренерӗ" программӑпа пӑхса хунӑ пулӑшупа танах ҫамрӑксене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерсен е транспорт тӑкакӗсене саплаштарсан аван пуласса каларӗҫ. Вырӑнти администрацисенче ӗҫлекенсен - хӑйсен сӗнӗвӗсем. Форумра сӗннӗ пуҫарусене ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен 24-мӗшӗччен Тӑвай тӑрӑхӗнче иртекен "Ялта чи лайӑххисем" слетра тепӗр хутчен тишкерӗҫ. Ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, чӑннипех те тивӗҫлӗ сӗнӳ-шухӑш Чӑваш Ен Правительствин тата яваплӑ ведомствӑн ӗҫ планне кӗрӗ. Алиса Александрова, Борис Андреев |
|