В виде календаря
|
Чӑваш Енре пӗтӗм ҫӗршыври пекех агродиктант ҫырчӗҫ
Дата: Вчера, 11:04 | Категория: СМИ о нас
ГТРК "Чувашия", 10.10.2025 СМОТРЕТЬ ТЕЛЕСЮЖЕТ Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявне халалланӑ акци юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшсенче иртет. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать. Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн тӗп корпусне диктант ҫыракансем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Хутшӑнас текенсем малтанах регистраци тухнӑ. Ӗҫе куҫӑмлӑ тата куҫӑмсӑр майпа тума пулать. Ҫакӑн валли 45 минут уйӑраҫҫӗ. Пурӗ 30 ыйтӑва хуравламалла. Вӗсене 4 пая пайланӑ: 12 ҫултан кӗҫӗнрех ачасем, 12-18 ҫултисем валли, ял хуҫалӑх енӗпе вӗренмен тата ӗҫлеменнисем, ҫавӑн пекех ку енӗпе ӗҫ опычӗ пуррисем валли. Аграри университечӗн студенчӗсем тест ыйтӑвӗсем вӗсемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ пулнине палӑртрӗҫ. Диктант ҫырма ҫӗршывӗпе 300 ытла лаптӑк хатӗрленӗ. Пирӗн республикӑра - Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнче тата шкулсенчи агроклассенче. Акцин тӗп тӗллевӗ - ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ытларах пӗлме пулӑшасси, ҫӗр ӗҫченӗсен сумне ӳстересси. Ыйтусем ял хуҫалӑх тытӑмӗн тӗрлӗ енӗсене пырса тивеҫҫӗ. Агропромышленность аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсен ячӗсемпе ҫыхӑннисем те пур. Диктанта юпа уйӑхӗн 12-мӗшччен ҫырма пулать. Оксана Верликова, Вадим Владимиров |
|