В виде календаря
|
Республика Пуҫлӑхӗ тата Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ АПК ӗҫченӗсене чысларӗҫ. ГТРК "Чувашия", 21.07.2025
Дата: 21 июля 2025 | Категория: СМИ о нас
СМОТРЕТЬ СЮЖЕТ Енре иртнӗ эрне ял хуҫалӑх темипе иртрӗ. Республикӑра пысӑк курав-фестивальсем ӗҫлерӗҫ, тӗрлӗ объект уҫӑлчӗ. Ӗҫе пӗтӗмлетме вара Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут килсе ҫитрӗ. Вӑл малтанах Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗ тата агропромышленность тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене патшалӑх наградисем парса чысларӗ. Республика Пуҫлӑхӗ федераци министрне регионӑн агропромышленность тытӑмӗнче иртнӗ пилӗк ҫулта пулнӑ ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Чӑваш Ен хӑмла, ҫӗр улми, ҫевок туса илес енӗпе ҫӗршывра малтисен ретӗнче. Пирӗн продукцие чикӗ леш енче те кӑмӑллаҫҫӗ. Агропромышленность комплексне ҫулсерен патшалӑх енчен пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Хӑмла ҫитӗнтерес ӗҫе аталантарма кӑна кӑҫал 600 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. "Симӗс ылтӑн" туса илессипе малашне те пирӗн региона шаннине палӑртрӗ Оксана Лут. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Ен выльӑх ӗрчетес, сӗт тата ҫӑмарта туса илес енӗпе лайӑх кӑтартусемпе палӑрнине каларӗ. 30-мӗш ҫулччен ҫулталӑкне пӗр ӗнерен сӗт суса илессине 10 тоннӑна ҫитерме тӗллев лартрӗ. Кӑҫал регионта 7 агро технологи класӗ уҫмалла. Ача сачӗсенче агролабораторисем йӗркеленӗ тӗслӗхе вара ҫӗршыв шайӗнче сарассине каларӗ министр. Агропромышленность комплексне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнисем ҫак кун патшалӑх наградисене тивӗҫрӗҫ. Тамара Иванова чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗне сӑваканта вӑй хурать. Уявра ӑна Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин тав хучӗпе чысларӗҫ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ертуҫи Юрий Попов "Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ. Вӑл ял хуҫалӑхӗнче ачаран тӑрӑшнине, ку ҫитӗнӳре пӗрле ӗҫлекенсен тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Пурӗ 20 ытла ҫынна чысларӗҫ. Оксана Лут министр тата Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ хастарсем малашне те ял хуҫалӑх аталанӑвӗшӗн чуна парса ӗҫлессине шаннине каларӗҫ. Оксана Верликова, Игорь Ульянов |
|