В виде календаря
|
"Хресчен сасси", 26.10.2022
Дата: 1 ноября 2022 | Категория: СМИ о нас
Аграрисене студентсем те пулăшаççĕ Çумăр çуни уй-хир ĕçĕсене вăраха ячĕ. Пахча çимĕç, çĕр улми, ытти культурăна пуçтарса кĕртме йывăрланчĕ. Аграрисем кашни типĕ кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Тăпрара нÿрĕк ытлашшипех. Комбайнсем, ытти техника хирте йĕркеллĕ ĕçлеймеççĕ. Хуçалăхсен çĕр улми кăларса пуçтарма ирĕксĕрех çынсене явăçтарма тивет. Йывăр тапхăрта аграрисене студентсем, ял çыннисем те пулăшаççĕ. Акă Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренекен 80 студент Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхра çĕр улми пуçтарать. «Ударник» ЯХПКра «иккĕмĕш çăкăр» 153 гектар йышăнать. Кунта пысăк тухăçлă «Невский», «Ред Скарлет», «Ривьера» сортсене туса илеççĕ. Паллах, аслă шкулта пĕлÿ илекенсене ĕçе тытăнма никам та хистемен. Ветеринари медицини тата зоотехника факультечĕн деканĕ Геральд Тобоев каланă тăрăх, студентсем хуçалăх пулăшу ыйтнине пĕлсен хаваспах килĕшнĕ. Çамрăксем çĕр улми хирне çитсенех ĕçе тытăннă. Кĕрхи çанталăкран, йывăрлăхран хăракан пулман. Паллах, студентсене шалу тÿлеме пулни хавхалантарать. — Эпир хире çитсенех пушă машина кăна тăратчĕ. 1,5 сехетре çĕр улми пуçтарса 3 грузовик ăсатрăмăр. Пĕрле вĕренекенсемпе ĕçлеме те килĕшет, пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме пулать. Ĕç çынсене туслаштарать, — палăртать Валентин Ракчеев студент. ![]() |
|