В виде календаря
|
Пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарĕç. Мариинско-Посадская районная газета "Наше слово", 05.11.2019
Дата: 6 ноября 2019 | Категория: СМИ о нас
Юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕ çине уйрăмах тимлĕ пăхаççĕ. Пирĕн республикăра ку отрасль тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пур енлĕн аталанать. Кăтартăвĕсем те пирĕн начар мар, çитĕнĕвĕсем те пур. Авалтан килекен хăмла туса илес ăсталăха та кирлĕ шая çитересшĕн, анлăлатасшăн тăрăшаççĕ. Пысăк утăмсемпе малалла утма квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Ку ыйтупа вара виçĕ çул каяллах лайăх йышăну тунă. 2016 çулта Вĕрентÿ министерстви тата районсенчи вăтам шкулсем пулăшнипе Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕпе Ялхуçалăх министерстви «Çутçанталăк ăслăлăхĕ тата инженери енĕпе вĕрентекен ятарлă классем» (агроклассем) программа тунă. Пĕрремĕш вĕренÿ çулĕнчех республикăра 5 агрокласс уçнă. Çак пуçарăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ырласа йышăннă. Хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче 2017 çулта пур муниципаллă районта та агроклассем уçма тĕллев лартнă. Çапла вара тата 16 районта уçăлнă ун пек классем. Ку вĕренÿ çулĕнче пурĕ 559 агрокласс ĕçлет, вĕсенчен 297-шĕ 10-мĕш класс ачисем, 262-шĕ 11-мĕш классем шутланаççĕ. Çамрăксене пур енлĕн аталанма тĕрлĕ условисем туса парать академи. Вĕренекенсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсен результачĕсемпе çулсеренех пуш уйăхĕнче иртекен наукăпа практика конференцийĕнче паллаштараççĕ. Унсăр пуçне вĕсем АПК предприятийĕсенче те экскурсире пулаççĕ. Сăмахран, Вăрнарти тата Шупашкарти аш-какай комбиначĕсенче, макарон кăларакан «Вавилон» фабрикăра, Елчĕкри сыр тăвакан заводра, Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ çăкăр заводĕнче, «Олдеевская» агрофирмăра, «Акконд» акционерлă обществăра тата ытти çĕрте те. Виçĕмкун Ялхуçалăх академийĕнче хаваслă мероприяти иртрĕ. Агрокласа районсенчи 297 çĕнĕ вĕренекене йышăнчĕç. Вăл шутра пирĕн районти Хуракасси вăтам шкулĕн вуннăмĕш класра вĕренекенĕсем те пулчĕç. Мероприяти йĕркипе «Агрокласс-2019» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта виçĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашнехи аталанăвăн çул-йĕрне сÿтсе яврĕç, асăннă проект ял ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ илме пай паракан хушма мел пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем академи пурнăçĕпе паллашрĕç, квест вăййине хутшăнса, хăйсен ăсталăхне, туслăхне, ушкăнра ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕç. Пултарулăхшăн вĕсене дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç. Пирĕн Хуракасси шкулĕнче вĕренекенсем «Чи сăпайлă агрокласс» номинацире çĕнтерчĕç. Ыттисем «Çамрăк талантсем», «Ăнăçу çулĕ çинче», «Чи тавçăруллă коллектив» тата ытти номинацисенче палăрчĕç. «Эпир ялхуçалăх академийĕнче пулма тÿр килнĕшĕн питĕ савăнтăмăр. Уйрăмах квест-вăйăра, викторинăра хутшăнни асра юлчĕ. Вĕренÿ заведенийĕн тĕрлĕ лабораторийĕсенче пулса куртăмăр. Преподавательсем пире экспериментсенче хутшăнма ирĕк пачĕç. Пурне те «Усы, лапа, хвост» ветклиникăра тата килти выльăх-чĕрлĕх музейĕнче курни-илтни тĕлĕнтерчĕ. Сĕтпе сĕт продукчĕсен технологийĕн лабораторийĕ те хăйне евĕрлĕ кăсăклăх çуратрĕ. Ятарласа хатĕрленĕ уяв концерчĕ вара çав куна татах пуянлатрĕ. Эпир унтан тулли кăмăлпа таврăнтăмăр», - пĕлтерчĕç Хуракасси шкулĕнче вĕренекенсем. Вĕсен класс ертÿçи Ирина Васильева та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. «Ачасем маттур, активлă пулчĕç, хăйсен пултарулăхне, пĕлĕвне кирлĕ шайра кăтартма пултарчĕç. Çак тĕлпулу вĕсене питĕ килĕшрĕ. Ман шутпа, ачасем хушшинче хăйсен пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарас, шкултан вĕренсе тухсан академире аслă пĕлÿ илес текенсем пулаççех», - терĕ Ирина Альбертовна. Н. КОЛЕСНИКОВА. Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета) |
|