В виде календаря
|
Çĕнĕ вите — пысăк тухăç. Национальное телевидение Чувашии, 28.10.2019
Дата: 29 октября 2019 | Категория: СМИ о нас
Ял хуçалăх тытăмĕнче кăçал 260 ытла инвестици проекчĕ пурнăçланать. Вĕсене пурнăçа кĕртме хыснара 6 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Районсенче çĕнĕ фермăсем уçăлаççĕ, хуçалăхсен паркĕсем паянхи пурнăç ыйтакан техникăпа пуянланаççĕ. Елчексем те ыттисенчен кая юлмаççе. Районти ял хуçалах ĕçченĕсен кунĕ умĕн кунта Аслă Пăла Тимешĕнче çĕнĕ вите ĕçлеме пуçларĕ. Ăна çĕклеме 25 миллион тенкĕ кайнă, çавăн пекех кунта 14 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă. |
|