В виде календаря
|
Ял хуҫалӑх академийӗнче журналистика шкулӗ ӗҫлет
Дата: 27 сентября 2019 | Категория: СМИ о нас
Пилӗк кунта ҫамрӑксем фото, видео ӑсталӑхне алла илеҫҫӗ, хаҫат-журнал, телевидени ӗҫӗпе паллашаҫҫӗ. Вӗренӗве "АгроВыбор" пресс-центр" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ ҫамрӑксен проекчӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче 250 пин тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Аслӑ шкул ӑна ӑнсӑртран тивӗҫмен. Кунта студентсен хаҫачӗ тата "АгроВыбор" журнал тухса тӑраҫҫӗ. Ҫавна май журналист ӗҫӗпе ҫывӑхрах паллашни пӑсмасть. Журналистсен шкулне 61 ҫамрӑк хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте, тӗрлӗ специальноҫе алла илеҫҫӗ вӗсем. Сӑмахран, Юлиана Павлова Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнче вӗренет. Студентсемпе пирӗн ӗҫтешсем, "Алран кайми" тата ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмне ертсе пыракан Екатерина Фомина, Виктор Степанов оператор тӗл пулчӗҫ. Яш-кӗрӗме телевиденире сюжетсем хатӗрлес вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫамрӑксене журналист вырӑнӗнче ӗҫлесе пӑхма та сӗнчӗҫ. Пӗрисем интервью, стендап ҫыртарчӗҫ, теприсем вара камера умне тӑчӗҫ. Журналистика шкулӗнче вӗренекенсене пурне те пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен сертификат парӗҫ, чи пултаруллисем вара "Агровыбор" пресс-центрта ӑсталӑхне туптама пултарӗҫ. Ирина Николаева, Екатерина Фомина, Виктор Степанов, ГТРК "Чувашия". Источник: http://chgtrk.ru/news/24583 |
|