Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Август 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
Главная страница » Образовательная деятельность » Агроклассы » Агрокласс пулас çĕр хуçисене йышăнчĕ. "Газета "Авангард", 10.01.2017
Агрокласс пулас çĕр хуçисене йышăнчĕ. "Газета "Авангард", 10.01.2017
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи çамрăк агрономсемпе инженерсене, зоотехниксене шутласа тухма пĕр алăри пỹрнесем те çитеççĕ. Чылай çĕрте аслă çултисем ĕçлеççĕ е тĕп специалистсем пачах та çук. Шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче те асăннă профессисене суйласа илекенсем сахал. Çакăнта пĕр вăхăт ял хуçалăхне тимлĕх уйăрманнин, сума суманнин витĕмĕ те пысăк.

Паян ку йăнăша тỹрлетес тесе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Акă, яшсемпе хĕрсене пĕлỹ çурчĕсенче ăс пухнă чухнех çĕре, выльăх-чĕрлĕхе, техникăна юратма хăнăхтарас тĕллевпе агроклассем уçма пуçларĕç. Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 29-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта та республикăри тăваттăмĕш агрокласс хăйĕн пĕрремĕш вĕренекенĕсене йышăнчĕ.


Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнă 10-11 класс ачисем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе республикăри ял хуçалăх тата вĕрентỹ, çамрăксен политикин министерствисем пĕрле йĕркеленĕ программăпа килĕшỹллĕн ятарлă занятисене, ял хуçалăх предприятийĕсене экскурсисене çỹреççĕ. Çавăн пекех вĕренекенсене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленме те академинчи преподавательсемех пулăшаççĕ. Вĕренỹре чи тăрăшуллисене стипенди парассине пĕлтерчĕ агрокласа уçма хутшăннă ял хуçалăх академийĕн ректорĕ А. Макушев.

Чуна килĕшекен профессипе ĕçлеме те çăмăл. Çак шухăша республикăри ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов та палăртрĕ. Хăй Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнишĕн пĕрре те ỹкĕнменнине пĕлтерчĕ.

_ Ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисемпе ытларах усă курма пуçăннă тата чап-лă техника туяннă май специалистсен те пысăк квалификациллĕ пулмалла. Ачасем вĕренсе тухсан каялла çуралнă тăрăхах таврăнасса шанса тăратпăр, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов.

Агрокласа уçнă çĕре республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев, район пуçлăхĕ М. Петров тата ытти сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. "Батыревский" пĕрлешỹ тата "Корма" агрофирма ертỹçисем _ П. Ялуковпа И. Владимиров _ иккĕмĕш шкула музыка центрĕ туянма сертификат пачĕç.

О. ПАВЛОВА.

"Авангард" (газета Батыревского района), 10.01.2017.
Врио ректора
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Алтынова Надежда Витальевна

Написать письмо

Личный кабинет абитурента
Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Кадры в АПК
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru