Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научная библиотека Госзакупки и аренда Важные ссылки Контакты
Архив новостей
В виде календаря
«    Апрель 2018    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Главная страница » Образовательная деятельность » Агроклассы » Шкулсемпе академин – пĕр тĕллев. "Хыпар", 14.12.2016
Шкулсемпе академин – пĕр тĕллев. "Хыпар", 14.12.2016
Раштавăн 9-мĕшĕнче Çĕрпÿ хули çумĕнчи Сăнав поселокĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта республикăри виççĕмĕш агрокласс уçăлчĕ.

Унта занятисем кашни шăматкун иртĕç, районти мĕнпур вăтам шкултан автобуссемпе вуннăмĕш класри 65 ачана илсе килĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕсемпе преподавателĕсем математика, физика, хими, биологи, черчени предмечĕсемпе шкулта учительсем параканнинчен кăткăсрах заданисене пурнăçлама хăнăхтарĕç.


ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Владимир Доброхотов, район пуçлăхĕ Татьяна Баранова тата администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пай ертÿçи Вячеслав Бычков, ЧПЯХА ректорĕн канашçи Александр Акимов ачасене агрокласра занятисем пуçланнă ятпа саламларĕç, программăна ăнăçлă вĕçлеме ырă сунчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Данилов ăна Сăнав поселокĕнче пурнăçлама палăртнăшăн проекта ĕçе кĕртекенсене тав турĕ.

ЧПЯХА ректорĕ Андрей Макушев республикăра агроклассем уçасси Ял хуçалăх тата Вĕрентÿ министерствисен, академин пĕрлехи тĕллевĕ пулнине палăртрĕ. «Ăна АПК хастарĕсем, агрокласа çÿреме кăмăл тунă ачасемпе ашшĕ-амăшĕ ырласа йышăнни мана савăнтарать, — терĕ. — Профиль класне илнисем профессие ял хуçалăх производствипе çеç мар, тирпейлекен промышленноçпа та çыхăнтарĕç. Тăваттăмĕш агрокласа Çĕнĕ çулччен уçăпăр. Ачасем пĕлĕве ÿстернипе пĕрлех райадминистраци пуçлăхĕпе, республикăри ăнăçлă ĕçлекен предприятисен ертÿçисемпе тĕл пулса хальхи вăхăтри агропром аталанăвне, уйрăммăн илсен производствăна самаях ÿстерекен предприятисен ĕç-хĕлне тишкерĕç».

Ректор пур предметпа та лайăх вĕренекен, ытти критерие тивĕçтерекен ачасене стипенди парассине пĕлтерчĕ. Агрокласс валли принтер парнелерĕ.

— Поселокра агрокласс ĕçлеме пуçлани — шкулпа районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ шкул директорĕ Галина Фадеева. — Вăл ачасене професси суйласа илме, вĕренÿ предмечĕсемпе тарăнрах пĕлÿ илме май парĕ, пурăна-киле ял хуçалăхĕнчи специальноçсем «кăсăклă мар, аталанусăр, сахал ĕç укçиллĕ» текен кивĕ хаклава пăрахăçлама пулăшĕç.

Савăнăçлă лару вĕренекенсене тырă пучахĕллĕ симĕс-сарă галстук çыхса янипе вĕçленчĕ. ЧПЯХА психологĕ Надежда Сергеева /сăнÿкерчĕкре/ вĕсене професси суйласа илме пулăшрĕ, кафедра заведующийĕ Анатолий Максимов физика предмечĕпе йывăр задачăсем шутлаттарчĕ.

Юрий Михайлов.
"Хыпар", 14.12.2016.
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашская ГСХА
Макушев Андрей Евгеньевич
Агроклассы
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Сетевое обучение
Информационно-консультационные бригады
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Вестник ЧГСХА (научный журнал)
Противодействие коррупции
ЧГСХА - территория здоровья
Всероссийский физкультурно-спортивный комплекс ГТО
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Антитеррористическая детельность
Совет молодых учёных и специалистов ЧР
2012 © При использовании материалов портала ЧГСХА ссылка на www.чгсха.рф обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru