|
В виде календаря
|
Актуальные новости:
21 августа 2026 - 7 октября – конференция «СТУДЕНЧЕСКАЯ НАУКА – ПЕРВЫЙ ШАГ К ЦИФРОВИЗАЦИИ СЕЛЬСКОГО Х… 21 августа 2026 - Сбер и Альянс в сфере искусственного интеллекта проводят международное соревнование… 19 августа 2026 - ВСЕРОССИЙСКАЯ ПРЕМИЯ «МОЛОДОЙ ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬ РОССИИ» 2026! 17 августа 2026 - Вниманию первокурсников! 17 августа 2026 - 30 сентября – конференция «Научно-образовательная среда как основа развития интелле… 14 августа 2026 - Продолжается прием заявок на Национальную премию «МедиаПоле» 11 августа 2026 - Заселение в общежития Чувашского ГАУ: готовим документы! 30 июня 2026 - Гранты для преподавателей от Альфа-Банка 10 июня 2026 - 20 июня стартует приемная кампания в Чувашском ГАУ Чăваш Енри ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен „Агро -100“ рейтингĕ паллă. ГТРК "Чувашия", 29.06.2017
Дата: 30 июня 2017 | Категория: Новости
Çак кунсенче республикăри чи тухăçлă ĕçлекен ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене чысларĕç. Савăнăçлă пуху Ял хуçалăх академийĕнче иртрĕ. «Агро-100» клуба йĕркеленĕ чухне иртнĕ çулти кăтартусене шута илеççĕ. Чи тăрăшуллисен ларăвне Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей федераци пухăвĕн пайташĕ Вадим Николаев, депутатсем, муниципалитетсен ертÿçисем, предприятисен пуçлăхĕсем, çамрăк специалистсем хутшăнчĕç. Республикăри аграрисен рейтингне 10 çул каялла палăртма пуçланă. Ăна çĕр çинче тăрăшакансене хавхалантарас тата конкуренцие ÿстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Предприятисен ĕç-хĕлне Правительство комиссийĕ тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕ хаклать. Академи сцени çинче 1-мĕш теçеткери пĕрлешÿсене чысларĕç. Малти вырăна Вăрнарти аш-какай комбиначĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта вара Çĕрпÿри «Авангард – Цивильский Бекон» пĕрлешÿ тата „Сувар – 2“ суту-илÿ предприятийĕ. Леонид Петров, Александр Яковлев, ГТРК "Чувашия", 29.06.2017. Источник: http://chgtrk.ru/news/16291 |
|