В виде календаря
|
Усăллă тĕлпулу. Янтиковская районная газета "Ял ĕçченĕ", 03.11.2017
Дата: 3 ноября 2017 | Категория: СМИ о нас
Çак кунсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн «Мобильлĕ бригади» Тăвай тăрăхĕнчи шкулсенче аслă классенче ăс пухакансемпе район администрацийĕнче тĕл пулнă. Канашлăва пуçланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ пайĕн ертÿçи Олег Ломоносов пухăннисене Тăвай енре ял хуçалăх еплерех аталаннипе паллаштарнă. «Районти ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем хамăр тăрăхри çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем ăнăçлă ĕçленине çамрăк фермерсем, çемье хуçалăхĕ-сем, çĕнĕ кооперативсем патшалăх программисене хутшăнни те çирĕплетет», - тенĕ вăл. Раççейри ял хуçалăх министерстви пулăшса пынипе çĕршыври ял çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ «Мобильлĕ бригадăсем» проект пуçарнă. Çакнашкал ушкăнсем ял тăрăхĕсене тухса çÿреççĕ. Халăхпа, çамрăксемпе тĕл пулса ял хуçалăх ĕçченĕсене çĕршывра еплерех пулăшу кÿни çинчен тата ялсене аталантарас тĕлĕшпе мĕн туни пирки каласа параççĕ. Пулас абитуриентсене ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем хăйсен аслă шкулĕ çинчен каласа панă, вĕренме килме йыхравланă. Канашлăва хутшăннисемшĕн çак ĕç-пуç усăллă пулни иккĕлентермест, халĕ вĕсене пуласлăхра тĕрĕс професси суйласа илсе пурнăç çулĕ çине тăма тата та ансатрах пулĕ. |
|