Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Сентябрь 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Главная страница » СМИ о нас » Уя тухсан курăкпа калаçнă. "Çамрăксен хаçачĕ", 14.07.2016
Уя тухсан курăкпа калаçнă. "Çамрăксен хаçачĕ", 14.07.2016
Дата: 14 июля 2016 | Категория: СМИ о нас
Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă шкул 85 çул тултарнине тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Унта савăнăçлă лару-тăрура 730 студент диплом илчĕ.

Тин çеç «пиçсе» çитнĕ специалистсене академи ректорĕ Андрей Макушев малашнехи пурнăçра, юратнă ĕçре çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов тата ытти хаклă хăна хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме пурнăçри паллă самантпа саламларĕç.

Муркаш районĕнчи Хыркасси пики Татьяна Ржанова зоотехник пулса тăчĕ. «Тăван ялтан хаклăрах кĕтес пур-ши? Вăл — чĕре варринче. Колхозра вăтăр çул ытла шоферта ĕçленĕ кукамайпа, Валентина Соловьевăпа, кунĕпе уй-уй тăрăх машинăпа ярăнса çÿреме кăмăллаттăм. Выльăх-чĕрлĕхе, тавралăха юратнăранах алла аттестат илсенех ял хуçалăх академине çул тытрăм», — чунне уçрĕ Татьяна.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Светлана Соколова та ачаранах уя тухсан курăкпа калаçма пултарнă, тыр-пул епле ÿснине курса киленнĕ.

— Агроном пулас ĕмĕт тахçанах пуçра тĕвĕленнĕччĕ. Çутă ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ, алăра — хĕрлĕ диплом. Малалла магистратурăна вĕренме каяс шухăш пур, хамăн професси питĕ килĕшет, çавăнпа пĕлĕве татах тарăнлатас килет, — палăртрĕ Света.

Йĕпреç районĕнчи Çиçĕм­кассири Александр Маргиновăн та савăнăçĕ виçесĕр. Вăл та хĕрлĕ диплома тивĕçсе инженерсен йышне кĕчĕ. «Умра тĕллевĕм татах та пысăкрах. Салтак атти тăхăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлесшĕн. Ку — кашни яшăн тивĕçĕ. Унтан таврăнсан — тÿрех магистратурăна!» — йăл кулчĕ Александр.

Мĕнех, алла диплом илнĕ кашни çамрăк тивĕçлĕ ĕç тупасса, ялта тĕпленессе шанас килет.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.
"Çамрăксен хаçачĕ", 14.07.2016.
Врио ректора
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Алтынова Надежда Витальевна

Написать письмо

Личный кабинет абитурента
Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Кадры в АПК
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru