Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Июль 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » Ачаран спорта парăннă. "Елчĕк ен", 23.01.2016
Ачаран спорта парăннă. "Елчĕк ен", 23.01.2016
Дата: 26 января 2016 | Категория: СМИ о нас
Республика Пуçлăхĕ пултаруллă çамрăксене çулсерен паракан стипендине тивĕçнисен йышĕнче Елчĕк студенчĕсем те пур. Кăçал сумлă списока Чăваш ялхуçалăх академийĕн виççĕмĕш курс студенчĕ Алексей Леонтьев та кĕчĕ.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕреннĕ чухне паллашма тÿр килнĕччĕ Алешăпа. Ун чухне вăл «Шкулăн чи лайăх спортсменĕ» ята тивĕçнĕччĕ. Вĕренекен спорта юратнипе районта кăна мар, республикăра та ÿсĕмсем тунăччĕ. Пиллĕкмĕш класранах йĕлтĕрпе чупнă вăл, çак енĕпе пысăк ăмăртусене хутшăннă. Алексей çуллахи полиатлонра республика чемпионĕн ятне те çĕнсе илнĕ, шывра 200 метрлă дистанцие ишессипе район чемпионĕ.

- Манăн атте те спортсмен. Пирĕн çемьере спорт малти вырăнта тăрать, - тенĕччĕ ун чухне шкул ачи.

Чăннипех те, Василий Витальевич Леонтьев атлетикăна кăмăлланипе палăрать районта. Кĕрешÿпе те туслă вăл.

Алексей Леонтьев шкулта лайăх вĕреннĕ. Унăн класс ертÿçи С.Долгов стипендиат çинчен нумай лайăххине каласа пама пултарать. «Алешăсен класĕнчи кашни ача тенĕ пекех пысăк тавракурăмĕпе палăратчĕ. Пĕрле вĕренекенсем кăна мар, кĕçĕннисем те ун пек маттур пулма тăрăшатчĕç. Çавăн пекех вăл физкультурăпа предметсен олимпиадине хастар хутшăнатчĕ. Ишессипе пысăк кăтартусем тăвассишĕн ăнтăлатчĕ, ишев техникине Интернет урлă та вĕренетчĕ. Мухтанатăп эпĕ хамăн вĕренекенпе», - тет Сергей Витальевич.

Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ аслă шкула вĕренме кĕрсен ăсталăхне тата туптанă. Паян биотехнологипе агрономи факультечĕн студенчĕ çуллахи полиатлон спорчĕн мастерĕн кандидачĕ, шывра ишессипе, пневматика винтовкинчен перессипе, çăмăл атлетикăпа нумай хутчен республика чемпионĕ. Елчĕк каччи 2015 çулхи çуллахи полиатлонăн юниорсем хушшинчи Раççей чемпионачĕн тата ăмăртăвĕн пăхăр призерĕ пулса тăчĕ.

Эпир пултаруллă студентпа чăннипех те савăнатпăр, тата пысăк çитĕнÿсем туса район шайне çÿле çĕклессе шанатпăр.

В.СМИРНОВА.
Н.Осипова сăнÿкерчĕкĕнче: А.Леонтьев.
"Елчĕк ен", 23.01.2016.
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Личный кабинет абитурента
Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Кадры в АПК
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru