В виде календаря
|
Асран кайми вĕренỹ çулĕсем. «Шăмăршă хыпарĕ», 23.01.2016.
Дата: 26 января 2016 | Категория: СМИ о нас
Оксана Краснова, Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта информатика, биологи, технологи урокĕсене ертсе пырать. 2000 çулта Чăваш ялхуçалăх академийĕнче ученăй-агроном, 2008 çулта информатика учителĕ, 2015 çулта биологи учителĕ специальноçĕсене алла илнĕ. Районти «Çулталăк учителĕ – 2014», «Чи лайăх класс ертỹçи» (2008 ç) конкурссен призерĕ. Шкулта 13 çул ĕçлет. - Ялхуçалăх академийĕнче вĕреннĕ çулсем питĕ хăвăрт иртсе кайнăн туйăнаççĕ. Профсоюз тата студентсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ хаваслă мероприятисене хутшăнни ытларах асра тăрса юлнă. Факультетшăн тăтăшах волейболла, баскетболла вылянă. Литература каçĕсенче сăвăсем вулама та юрататтăм. «Студентсен çуркуннинче» хутшăнмасăр пĕр çул та юлман - шỹтлĕ номерсенче, постановкăсенче выляма питĕ кăмăллаттăм. Çапах та вĕренỹ пĕрремĕш вырăнта пулнă - унсăрăн икĕ хут та ЧР Президенчĕн стипендиачĕ пулаймастăмччĕ. Наукăпа практика конференцийĕсенче, предмет олимпиадисенче çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсене халĕ те упратăп, уйрăмах акăлчан чĕлхипе тунă çитĕнỹпе савăнатăп. Вĕренỹ расписанинчи пур предмета та килĕштереттĕм - халĕ те темле ĕçе те пуçăнса пăхас килет. Шкул вара çулсерен хăйĕн патне татах та вăйлăрах туртать, илĕртет - мĕншĕн вăтам шкул хыççăн тỹрех педагога вĕренме кайман-ши? Г. ИВАНОВА калаçнă. «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести"). 23.01.2016. |
|