В виде календаря
|
Ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчесе бизнес-план хӳтӗлерӗҫ. ГТРК "Чувашия", 21.07.2025
Дата: 21 июля 2025 | Категория: СМИ о нас
СМОТРЕТЬ СЮЖЕТ Фермер шкулӗн черетлӗ курсне пӗтернисем алла диплом илчӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Чыслав Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пулнӑ "Уй кунӗ" куравра иртрӗ. Икӗ уйӑх ытла агротехнологи меслечӗсене, финанс ыйтӑвӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн Фермер шкулӗн вӗренекенӗсем бизнес-план хӳтӗлеҫҫӗ. Экспертсем проектӑн паха енӗсене, ҫитменлӗхӗсене палӑртса хак параҫҫӗ. Сӗнӳ-канашпа пулӑшаҫҫӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Александр Краснов ҫӗр улми туса илес ӗҫе аталантарасшӑн. Унӑн ентешӗ Алмаз Айнетдинов вара хур усрама пуҫласшӑн. "Фермер шкулӗн" 6-мӗш юхӑмӗнче икӗ специализаци - кайӑк-кӗшӗк ӗрчетесси тата пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтересси. Унчченхи пилӗк ушкӑнран 200 ытла ҫын вӗренсе тухнӑ. Нумайӑшӗ хӑйсен ӗҫне аталантарма патшалӑхран грант илнӗ. Черетлӗ вӗренӳ курсне пӗтерекенсем те мал ӗмӗтлӗ. Россельхозбанк пуҫарнӑ проект Чӑваш Енре 2020-мӗш ҫултанпа Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Вӗренӳ программи кӑсӑк та пуян. Аслӑ шкулти педагогсемпе пӗрлех лекци вулама пысӑк ӑсталӑх пухнӑ фермерсене чӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енри тата ытти регионти ял хуҫалӑх предприятийӗсен ӗҫӗпе паллаштараҫҫӗ. - Пӗлӗве пуянлатнипе пӗрлех кунта хампа пӗр шухӑшлӑ ҫынсене тупрӑм, - тет Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Марина Васильева. Аталану ҫулне те палӑртнӑ вӑл. Кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекенскер агротуризм енӗпе ӗҫлесшӗн. Хальхинче Фермер шкулӗнче ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене те вӗренме май туса панӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем тата вӗсен тӑванӗсем пӗлӳ илчӗҫ унта. Хальхинче шкултан пурӗ 30 ҫын вӗренсе тухрӗ. Ҫакна ҫирӗплетекен документа вӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пачӗ. Ял хуҫалӑх аталанӑвӗшӗн ку проект пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ вӑл. Фермерсене вара мӗн шутланине пурнӑҫа кӗртме ӑнӑҫу сунчӗ. Шкултан вӗренсе тухакансен аталану ҫулне асӑрхасах тӑрӗҫ. Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Ирина Письменская ял хуҫалӑхӗ валли специалистсем хатӗрлес ӗҫе малашне йӗркелесе пырасса пӗлтерчӗ. Екатерина Фомина, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов |
|