В виде календаря
|
Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ҫул "Агроконтроль" проект пурнӑҫланать
Дата: 28 декабря 2022 | Категория: СМИ о нас
ГТРК "Чувашия", 28.12.2022 Ӑна Ял хуҫалӑх министерствипе Аграри университечӗ пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн волонтёрсем суту-илӳ центрӗсенчи, лавккасенчи продукци пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Хальхинче рейда хастарсемпе пӗрле пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те тухрӗ. Дарья Кутумова волонтер "Агроконтроль" проекта кашни ҫулах хутшӑнать. "Усӑ курмалли вӑхӑчӗ тухнӑ тавар лавккасенче час-часах тӗл пулать. Ҫав шутра ытларах чухне сӗт-ҫу, консервӑсем, ҫӑкӑр" - каласа парать вӑл. Ҫапла Дарья рейд вӑхӑтӗнче срокӗ тухнӑ йогурт тата тӑпӑрчӑ тупрӗ. Ҫак продукци ҫиме юрӑхсӑр шутланать, апла пулин те ӑна ним пулман пек сутса ячӗҫ. Пахалӑхсӑр продукцие волонтёрсем тавӑрса пачӗҫ, лавккара тӑрӑшакансене малашне яваплӑха туйса ӗҫлеме, сентресем ҫинчи апат-ҫимӗҫе тӗплӗнрех асӑрхаса тӑма каларӗҫ. Пӗтӗмпе волонтёрсем пӗр кунра 6 пысӑк суту-илӳ центрӗнче пулса курчӗҫ, срокран тухнӑ 6 тавар тупса палӑртрӗҫ. "Ҫакӑн пек акцисем питӗ кирлӗ", - теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Ҫапла, 2020-мӗш ҫулта волонтёрсем йӗркене пӑснӑ 200 ытла тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Пӗлтӗр ҫак кӑтарту кӑшт пӗчӗкрех пулнӑ - 150. Кашни тӗслӗх тӗлӗшпе чексемпе фотосене волонтёрсем Роспотребнадзора ярса панӑ. Халӗ ҫак ӗҫ малалла пырать. Елена Дмитриева, Дмитрий Макаров |
|