Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Май 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » Фермерсем çĕнĕ пĕлӳ илчĕç. Национальное телевидение Чувашии, 01.12.2021
Фермерсем çĕнĕ пĕлӳ илчĕç. Национальное телевидение Чувашии, 01.12.2021
Дата: 2 декабря 2021 | Категория: СМИ о нас




Услам ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене тĕпчес текенсем, çак енĕпе хăйсен ăсталăхне атлантаракансем «Фермер шкулĕнче» пĕлÿ пухрĕç. Патшалăх шайĕнчи вĕрентÿ проекчĕ пулăшнипе çак кунсенче Чăваш Енре 20 вĕренекен алла диплом илчĕç. Усламçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата вĕсен малашнехи тĕллĕвĕсемпе регион ертÿçи Олег Николаев та паллашрĕ. «Фермер шкулĕ» Чăваш Енре пĕрремĕш çул ĕçлемест, пĕлтtр те çак вĕрентӳ проекчĕ пулăшнипе 27 усламçă çĕнĕ пĕлӳллĕ пулса хăйсен ĕçĕсене аталантарма хавхалану илнĕччĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем куç умĕнче. Пуçарăва кулленех ӳстерсе пыракан 12 фермер кăçал тĕрев укçине илме тивĕç пулнă. Çак енĕпе вĕсене пулăшма Чăваш Ен правительстви те тĕрлĕ программăсем йышăннă. Ăнăçлă усламçăсенчен ырă тĕслĕх илекенсем – «Фермер шкулĕн» çĕнĕ юхăмĕнчен вĕренсе тухакансем. 2 уйăх парта хушшинче ларса, тĕрлĕ производствăна çитсе курса хăйсен ĕмĕчĕ-тĕллевĕ патне çывăхланнă хастарсем. АЛЕКСАНДР АФАНАСЬЕВ: «Çĕнĕ юлташсем тупăнчĕç тата. Пулăсем мĕнле тĕрĕс çитĕнтермелле, мĕнле упрамалла, мĕнле унпа усă курмалла, çавна вĕрентрĕç. Вăл маншăн питĕ лайăх япала тесе шутлатăп. Тата хамăн ачасене вĕрентсе пыма. Вăл тепĕр ен, тепĕр çул». Палăртнă шкулăн çĕнĕ юхăмĕнче хальхи технологисем пулăшнипе сыр туса илес вăрттăнлăхсене тĕпченĕ тата аквакультура усламĕ енĕпе çыхăнну ыйтусене тишкернĕ. Валерий Григорьев усламçă темиçе çул ĕнтĕ пулă ĕçĕпе тăрăшать, фермер шкулне те вăл çак енĕпех аталанма килнĕ. Пĕр алăк вырăнне, тӳрех икĕ алăк уçăлнă ун умĕнче. ВАЛЕРИЙ ГРИГОРЬЕВ: «Пулă тăварлани, тĕтĕмленипе ĕçленĕ çĕрте мана çак сыр туни ытларах килĕшсе кайрĕ-ши темелле». Çирĕп те тĕреклĕ хресченпе фермер хуçалăхĕсем йĕркелес тĕллевпе пуçарнă проект Чӑваш Енре ăнăçлă аталанать. Ҫулталӑкра çеç "Фермер шкулӗнче" 54 усламçă пĕлӳ илме пултарнă. "Чи кирли – ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлеме кăсăклă та усăллă пултăр тесе тăрăшмалла. Çак усăлăх пуриншĕн те, ĕçлекенсемшĕн те, халăхшăн та пулмалла», – палăртрĕ регион ертӳçи Олег Николаев.

Юлия Адюкова, Сергей Емельянов
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru