|
В виде календаря
|
Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем защитника Отечества
Дата: 23 февраля 2026 | Категория: Новости
Хаклӑ ентешсем! Хисеплӗ ҫар ҫыннисем тата ҫар ҫапӑҫӑвӗсен ветеранӗсем! Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑмӑр хӑрушсӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне тивӗҫтерсе ӑна шанчӑклӑн сыхлакансене пӗр ӗмӗр ытла ӗнтӗ хисеп туса чыслаҫҫӗ. Ҫак уяв чӑннипех халӑхӑн пулса тӑчӗ: ӑна хӑйӗн пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва сыхлас ӗҫе халалланисене пурне те тав туса кашни ҫемьерех паллӑ тӑваҫҫӗ. С Днем защитника Отечества!
Дата: 23 февраля 2026 | Категория: Новости
|
|