Новости

Сведения об образовательной организации

Общефакультетские кафедры

Факультет биотехнологий и агрономии

Инженерный факультет

Экономический факультет

Факультет ветеринарной медицины и зоотехнии

Образовательная деятельность

Наука и инновации

Воспитательная и социальная работа

Научно -техническая библиотека Дополнительное образование Часто задаваемые вопросы Важные ссылки Контакты
Новости аграрной науки и образования
 
Архив новостей
В виде календаря
«    Май 2025    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Главная страница » СМИ о нас » Республикăра пĕрремĕш агрокласс уçăлчĕ. "Хыпар", 23.11.2016
Республикăра пĕрремĕш агрокласс уçăлчĕ. "Хыпар", 23.11.2016
Дата: 23 ноября 2016 | Категория: СМИ о нас
Республикăра пĕрремĕш агрокласс уçăлчĕ. "Хыпар", 23.11.2016Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Красноармейски тăрăхĕнчи Трак шкулĕнче республикăри пĕрремĕш агрокласс уçăлчĕ. Кашни шăматкун унта районти пĕтĕм шкултан 10-мĕш класра вĕренекен 79 ача пухăнса математика, хими, биологи, инженери предмечĕсене тишкерĕ.

Шăматкун шкулта чăннипех те пысăк уяв иртрĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасене çăкăр- тăварпа кĕтсе илчĕç, амăшĕсемпе ачисем агрокласран çĕнĕлĕх кĕтни сисĕнчĕ.

Курса çырăннисене занятисем пуçланнă ятпа Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ-вĕренÿ пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Мансур Калмыков, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн канашçи Александр Акимов саламларĕç.

Андрей Макушев ректор пĕрремĕш агрокласа уçма пулăшнăшăн Вĕренÿпе Ял хуçалăх министерствисене, район администрацине тав турĕ, академи ятĕнчен шкула ноутбук парнелерĕ.

— Занятисем шкулта çеç мар, академире тата республикăри ăнăçлă ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсенче те иртĕç, — теорипе практика программипе паллаштарчĕ вăл. — Раштавăн 3-мĕшĕнче ачасене академире йышăнăпăр. Предметсемпе вĕрентнипе пĕрлех ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç техникипе, технологийĕпе паллаштарăпăр. Çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче предприятие çитсе курĕç. Тепĕр эрнеренех Трак шкулĕнче ятарлă формăпа пухăнĕç. Кашнин кăкăрĕ çинче ЧПЯХА символики пулĕ. Килĕшсен ку тумтирпе курс занятийĕсене кăна мар, уроксене те çÿрĕç. Ачасене кашни уйăхра стипенди парас тĕллев пур. Ăна илсе тăрас тесен курс предмечĕсемпе çеç мар, ыттипе те лайăх вĕренмелле.

Надежда Сергеева психолог ачасене ЧПЯХАра вĕрентекен профессисене суйлама пулăшрĕ. Инженери факультечĕн математика, физика тата информаци технологийĕсен кафедрин заведующийĕ Алексей Максимов тата аслă преподавателĕ Виктор Артемьев физикăпа черчени предмечĕсемпе йывăрлатнă задачăсене шутлаттарчĕç.

— Ачасемшĕн паян — инженери шăматкунĕ, — пĕлтерчĕ Людмила Корнилова проректор. — Çитес шăматкун икĕ класра биологипе хими предмечĕсемпе заняти иртĕ. Агрокласа çÿрекенсен курсĕ икĕ çула пырĕ. Вĕсем алла аттестат иличчен академие вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленсе çитессе шанатпăр.

Курсăн вĕренÿ программине республикăн Вĕренÿ министерстви çирĕплетнĕ. Занятисем унпа килĕшÿллĕн иртĕç. Проекта Вĕренÿпе Ял хуçалăх министерствисем, ЧПЯХА, район ад-министрацийĕсем, суйласа илнĕ шкулсем пурнăçлĕç.

— Ачасене физикăпа, химипе, математикăпа кăткăсрах задачăсен тупсăмĕсене тупма хăнăхтарăпăр, — ăнлантарчĕ проректор. — Академие вĕренме кĕнĕ чухне вĕсене пĕрер балл хушса парăпăр. Вĕсем кирек хăш факультета та суйласа илме пултараççĕ. Çывăх вăхăтра Патăрьелпе Вăрмар районĕсенче агроклассем уçăлĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ.
"Хыпар", 23.11.2016.
Ректор
ФГБОУ ВО
Чувашский ГАУ
Макушев Андрей Евгеньевич

Написать письмо

Абитуриенту
Целевой прием
Целевой прием
Испытательный лабораторный центр
Агроклассы
Конкурс агробизнес-идей
Олимпиады
Информация о вузе
Система дистанционного обучения
Международное образование
Центр компетенций
внутренняя система оценки качества образования
Программы развития академии
Знаменитые выпускники
Почетные профессора университета
Вестник Чувашского ГАУ (научный журнал)
Противодействие коррупции
Антимонопольный комплаенс
Информационно-консультационные бригады
ЧГСХА - территория здоровья
Онлайн-оплата услуг
Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования
Новости аграрной науки и образования
Антитеррористическая детельность
Мы в телеграмме
Платформа университетского
технологического
предпринимательства
2025 © При использовании материалов портала Чувашский ГАУ ссылка на academy21.ru обязательна
Яндекс.Метрика Рейтинг@Mail.ru