В виде календаря
|
Ăмăртăва кайнă… 34 сехет! "Çамрăксен хаçачĕ", 25.07.2019
Дата: 31 июля 2019 | Категория: СМИ о нас
![]() ![]() Катя Киргизовăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнме пулатех. «Ирхи 6 сехетрех ура çинче эпĕ: малтан тренировкăна васкатăп, унтан — вĕренĕве, каллех тренировкăна, кайран халăх дружинникĕсемпе общество йĕркине пăсакансемпе «кĕрешме» тухатăп. Киле çитсен те ахаль ларма вăхăт çук: занятие тата тренировкăна хатĕрленмелле», — кун йĕркипе паллаштарчĕ 21 çулти çамрăк. Пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт ăçтан тупать-ши вăл? Ачаранпах çапла-мĕн, ларма-тăма пĕлмен. Ашшĕпе амăшĕ Михаил Алексеевичпа Елена Геннадьевна ăна ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çынни пулма вĕрентнĕ. Комсомольски районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралнă Екатерина тин çеç хĕрлĕ диплом илнĕ. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче технолога вĕреннĕ. Тăватă çул хыçа юлнă, çапах вĕренÿпе сыв пуллашас килмест пикен, вăл магистратурăна кĕрес шухăшлă. Çав вăхăтра ĕçе те вырнаçасшăн. Практика вăхăтĕнче пухнă опыт ку тĕлĕшпе пулăшасса шанать. Катя тĕп хулари «Çу-сыр базинче» мороженăй хатĕрленĕ çĕрте 3 уйăх ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашнă. Екатерина кăçал академирен вĕренсе тухнă чи лайăх 20 выпускник йышне кĕнĕ. Çак чыса тĕрлĕ çĕрте çитĕнÿсем тунисем çеç тивĕçнĕ. Катя 1-мĕш курсранпах аслă шкул, общество ĕçне хастар хутшăнать. Çакăншăн ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн стипендийĕсене тивĕçнĕ. Вăл — çуллахи полиатлон енĕпе республика чемпионĕ, тĕнче чемпионачĕн призерĕ. Спорта ăна Надежда Иванова тренер явăçтарнă. Вăл пикене тренировкăна йыхравланă. «Ишме пĕлместĕп, тĕл перейместĕп», — тенĕ Катя. «Вĕрентетпĕр», — пулнă хурав. Пĕрремĕш тренировкăна бассейна килсен хĕр ытти студента сăнанă май шывра йытă пек унталла-кунталла чăмпăлтатнă. Надежда Павловна Катя текех тренировкăсене килмест тесе шухăшланă. Пике каялла чакма хăнăхман. Вăл 4-мĕш занятирех ишме вĕреннĕ. Пурăна киле командăри ытти çамрăкран та ирттерме тытăннă. Тĕл перессипе те чи лайăххисен йышĕнче! 100 очкоран 98-шĕ унăн! Тренировкăсене çÿреме тытăнни пĕр уйăх çеç иртнĕ — тренер Катьăна республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма ыйтнă. Студентка хăйĕнче иккĕленнĕ, пултараймасран хăранă. 2-мĕш вырăна тухсан пурте тĕлĕннĕ, савăннă. «Полиатлон — хăйне евĕр спорт тĕсĕ. Унта 4 тата 5 енре тупăшмалла. Кĕске тата вăрăмрах дистанцие чупмалла, шывра ишмелле, тĕл пемелле тата граната ывăтмалла», — ăнлантарчĕ хастар. Ăмăртусене хутшăнма тытăннăранпа çĕршывра вăл çитсе курман кĕтес юлман-тăр. Уйрăмах Омск хулинче иртнĕ Раççей чемпионатне кайни асра. Ун чухне студентсем çăмăл машинăпа çула тухнă, 34 сехетрен çеç вырăна çитнĕ. Çанталăк çав тери шăрăх тăни те спортсменсен тÿсĕмлĕхне тĕрĕсленĕ. Надежда Иванова тренер юратнă йыттисĕр çула тухман. Вăл спортсменсен хăйне евĕр талисманĕ-мĕн. Тĕлĕнмелле те, чĕр чун инçе çула çăмăллăнах парăнтарнă. «Йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ паллах. Хулана çитеспе транспорт çĕмĕрĕлчĕ. Мĕн тумалла? Ара, пирĕн чăматан та йывăр-çке: унта тумтир, пневматика винтовки... Такси чĕнме тиврĕ», — аса илчĕ пике... |
|