В виде календаря
|
Обнародованы 100 лучших предприятий АПК республики по итогам работы за 2016 год
Дата: 23 июня 2017 | Категория: Новости
![]() ФОТОРЕПОРТАЖ Заседание Клуба "Агро-100"
Дата: 23 июня 2017 | Категория: Фотогалерея
Проблемы развития сельскохозяйственной потребительской кооперации обсуждены в рамках круглого стола
Дата: 23 июня 2017 | Категория: Новости
![]() ФОТОРЕПОРТАЖ Круглый стол "Роль сельскохозяйственной потребительской кооперации в развитии сельских территорий"
Дата: 23 июня 2017 | Категория: Фотогалерея
Чувашская ГСХА принимает участие в выставке "Регионы - сотрудничество без границ"
Дата: 23 июня 2017 | Категория: Фотогалерея
Студенты Чувашской ГСХА приняли участие в акции "Свеча памяти"
Дата: 23 июня 2017 | Категория: Фотогалерея
Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём Республики
Дата: 23 июня 2017 | Категория: Новости
Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Республика кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Пиллӗхлӗ Чӑваш ҫӗрӗ пурӑнмашкӑн чӑннипех лайӑх вырӑн шутланать. Ҫӗршывӑмӑр варринче вырнаҫнӑ нумай нациллӗ Чӑваш Ен тӗрлӗ халӑх тата культура представителӗсене пӗрлештернӗ, вӑл халӑхсем хушшинчи ҫураҫулӑхпа туслӑхӑн ырӑ тӗслӗхӗ пулса тӑчӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа политикӑри ҫирӗплӗх, республикӑра пурӑнакансен мал ӗмӗтлӗ ӑнтӑлӑвӗ, вӗсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ ҫӗре чунтан юратни Чӑваш Ене ӑнӑҫлӑ аталанмашкӑн, малалла шанчӑклӑн утӑмламашкӑн лайӑх майсем йӗркелеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн 85 субъекчӗ хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнса Чӑваш Республики кӑҫал Раҫҫей регионӗсенчи инвестици илӗртӳлӗхне палӑртакан наци рейтингӗн малти виҫӗ лидерӗн йышне кӗчӗ. Ӗҫлӗ лайӑх хутлӑх пире экономикӑн чӑн секторне, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарма, пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать. Чӑваш Енре этем капиталне сыхласа упрасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Ҫавна май экологие лайӑхлатас, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӗве тата спорта аталантарас, халӑх йӑли-йӗркисене типтерлӗн сыхласа упрас тата культура ҫитӗнӗвӗсене ӳстерсе пырас, ҫамрӑк ӑрӑва ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипетӗн чӑн пуянлӑхӗсене ӑса хывма пулӑшас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр. Чӑваш Республики паян сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата экологи ӑнӑҫлӑхӗ енӗпе малта пыракан пилӗк регион шутне кӗрет. Чӑваш Ен «физкультура тата массӑллӑ спорт» ҫул-йӗрпе ҫӗршывра пӗрремӗш вырӑнта тӑрать. Республикӑра пурӑнма хӑтлӑ майсем йӗркеленӗ. Хуласемпе ялсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, социаллӑ пурнӑҫ инфратытӑмӗ лайӑх аталанать. Кунта пурӑнакан ҫынсем тӑван ҫӗре чунтан юратни, вӗсем телейлӗ пулма тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма ӑнтӑлни Чӑваш Ене малалла йӗркеллӗн аталанса пымашкӑн пулӑшасса шанса тӑратӑп! Чӑваш Ен – уҫӑ регион! Сире ҫирӗп сывлӑх, телейпе юрату тата ырлӑх сунатӑп! Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев |
|