Чăваш Енри атлетсем Раççей кубокне тухса кайнă |
Кире пуканне çăмăллăн парăнтарма Шупашкарти «Энерги» спорт шкулĕнче Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин хăнăхтарнă атлетсем Крымри Алушта хулинче иртекен Раççей кубокне хутшăнĕç. Ăмăрту авăн уйăхĕн 16–23-мĕшĕнче пулĕ.
Чăваш Ен чысне унта 11 спортсмен хÿтĕлĕ. Сăмах май, вĕсенчен самайăшĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет: тĕнче класлă Раççейĕн спорт мастерĕсем Алексей Иванов /вăл 78 килограмчченхи виçе категорийĕнче тупăшĕ/ тата Александр Павлов /85 кг/, Раççей спорт мастерĕсем Дмитрий Курчин /68 кг/, Евгений Малинников /63 кг/, Анастасия Александрова /68 кг/, çавăн пекех Олег Леонтьев /78 кг/, Александр Немов /73 кг/, Василий Кириллов /73 кг/ тата Максим Горбунов /68 кг/. Академи студенчĕсемсĕр пуçне Раççей rубокне Чăваш Енре Раççейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ Сергей Соловьев /85 кг/ тата Раççейĕн спорт мастерĕ Дмитрий Енедеров /73 кг/ хутшăнĕç. Вера ТИТОВА. "Хыпар" хаçат сайчĕ. 15.09.2017. |