Трак шкулĕнче агрокласс уçăлчĕ


2016 çулхи чỹк уйăхĕн 19-мĕшĕ Трак еншĕн, уйрăмах районти вĕрентỹ тытăмĕпе Трак вăтам шкулĕшĕн паллă кун пулса юлать — Трак вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче аслă пĕлỹ паракан “Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ (ФГБОУ ВО Чувашская ГСХА)” патшалăх бюджет учрежденийĕ — çут çанталăк çинчен вĕрентекен наукăсемпе инженерин ятарлă класне уçрĕ. Ку вăл асăннă аслă шкулшăн та, пирĕншĕн те пĕрремĕш утăм пулчĕ. Çавна май кунта ăна халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Малтанах çакна каласа хăварам: асăннă проекта хатĕрлеме ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин, Ял хуçалăх министерствисем, Чăваш Енри районсен администрацийĕсем, районсемпе хуласенчи шкулсен директорĕсем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, республикăри пысăк технологиллĕ предприятисем хутшăннă. Трак вăтам шкулне уяв сăнĕ çапнă. Фойере чăваш тумне тăхăннă хĕрпе каччă ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин, ял хуçалăх министрĕсен çумĕсене С. Кудряшовпа М. Калмыкова çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ, тăвăллăн алă çупса яраççĕ, “Ырă сунса кĕтетпĕр!” теççĕ.

Пурте пĕрле шкулăн акт залне улăхаççĕ. Зал капăр тумланнă Трак енри шкулсенчи вуннăмĕш классенче вĕренекенсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, хăнасемпе тулнă. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева уçрĕ. — Пирĕншĕн, сирĕн-шĕн, уйрăмах вуннăмĕш классенче вĕренекенсемшĕн паллă кун паян, — терĕ Светлана Анатольевна. — Ку шкул никĕсĕ çинче пирвайхи хут агрокласс уçăлать. Çакăнта ларакан каччăсемпе хĕрсем хăйсен малашлăхне ял хуçалăхĕпе, çĕр-аннепе, тăван енпе çыхăнтарма çирĕп тĕллев тытнă. Вĕсем икĕ çул хушши Трак шкулĕн никĕсĕ çинче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ пысăк пулăшу тата витĕм кỹнипе уйрăм предметсене туллин вĕренĕç, вĕсен профессиллĕ ориентаци шайĕ ỹсĕ, çамрăксемшĕн малашлăх çулĕ уçăмлă пулĕ. Çакна валли вара çирĕп никĕс пур.

Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов çакна уйрăммăн палăртса каларĕ: Чăваш Ен Правительстви енчен Трак енре яваплă çын пулнă май ку тăрăх маншăн çывăх пулса тăчĕ. Юлашки çулсенче, чăнах та, кунта вĕрентỹ тата ял хуçалăхĕ енĕпе чылай витĕмлĕ ĕç туса ирттерчĕç. Трак енре пултаруллă ачасене тупса палăртас тата вĕсемпе малалла ĕçлес енĕпе япăх мар опыт пухнă. Агроинженери класĕнче икĕ çул хушшинче каччăсемпе хĕрсем теори пĕлĕвне çеç илмĕç, вĕсем çавна практика занятийĕсенче туллин çирĕплетĕç. Çавна май эпир вĕсене тăтăшах республикăра тулли хăватпа ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене илсе çỹрĕпĕр.

Çамрăксем ЧР ял хуçалăх министрĕн çумне М. Калмыкова та тимлĕн итлерĕç. “Мĕн вăл агрокласс? Агрокласс — асăннă наукăпа çыхăннă мĕн пур предметсене туллин ăса хывнипе пĕрлех çамрăксене пулас профессипе те пур енлĕн паллаштарасси, — палăртрĕ Шупашкар хăни. — Çавна май эпир яш-кĕрĕме тивĕçлĕ пĕлỹ панă çĕрте ял хуçалăх отраслĕн партнерĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлесшĕн. Пĕр сăмахпа, агрокласс валли çирĕплетнĕ программăна туллин пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр. Хам енчен çакна каласа хăварам: практика занятийĕсене йĕркелеме “Букет Чувашии”, “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ”, сирĕн районти “Таябинка” агрофирма”, “Красное Сормово” ООО-сем пире паянах кĕтсе илме хатĕр. Ĕлĕкрех шкулсенче “Машиноведени” предмет пурччĕ. Çавна тĕпе хурса эпир агрокласра çирĕп пĕлỹ пухакансене, çирĕппĕн ĕлкĕрсе пыракансене “тракторист-машинист”, “автомобиль водителĕ” удостоверенисем пама пăхатпăр. Каччăсемпе хĕрсемшĕн аслă шкул алăкĕсем уçă пулччăр”.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ А. Макушев тухса каланине те тимлĕн итлерĕç зала пухăннисем. “Куратăп-сисетĕп, — терĕ вăл, — вуннăмĕш класри каччăсемпе хĕрсен пичĕ-куçĕ йăл кулăпа çиçет. Çапла пулмалла та. Вĕсемпе пĕрле эпĕ те хаваслă. Агропромышленность класне пуçласа Трак тăрăхĕнче уçма май килнишĕн район ертỹлĕхне тав сăмахĕ калатăп. Эсир пирвайхи чĕкеçсем пулса тăтăр. Хам енчен çакна каласшăн: агрокласра вĕренекенсене малашне ятарлă тумтирпе, чи пултаруллисене вара стипендипе тивĕçтерĕпĕр. Пирĕн вĕрентĕве çỹллĕ шайра йĕркелесе пыма мĕн пур услови пур: академи преподавателĕсем Трак вăтам шкулне килсех çỹрĕç, çак тапхăрта ачасем аслă шкулăн лабораторийĕсемпе, базăлла предприятисемпе, вĕсенче ĕçченсене вăй хума туса панă условисемпе туллин палашĕç”.

А. Макушев малашнехи ĕçре ăнăçусем сунса Трак вăтам шкул директорне И. Федорована парне — ноутбук пачĕ. Ирина Аркадьевна çакăншăн тав турĕ, “малашне те пĕр пулса йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерĕпĕр”, терĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн канашçин А. Акимовăн та ăшă сăмахсем чылай тупăнчĕç. “Çак залра ларакан каччăсемпе, хĕрсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе хам та савăнатăп. Юлашки çулсенче Раççей Президенчĕ В. Путин, Правительство ял хуçалăхĕ çине пысăк витĕм кỹме пуçларĕç. Çакăн усси куç умĕнчех. Тĕш тырă туса илессипе тĕнче шайĕнче мала тухрăмăр, халĕ вăл пирĕн сутмалăх та пур. Ял хуçалăхĕн ытти продукцийĕ туса илес çĕрте те ырă утăм палăрать. Апла пулсан, ку отрасль валли пире шăпах паянхи вăхăт ыйтакан çĕнĕ вăй кирлĕ. Халĕ çакăнта уçăлакан агрокласс шăпах ял хуçалăх кадрĕсене хатĕрлессин пĕр сыпăкĕ пулса тăрать те”.

Юлашкинчен эпĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕпе А. Корниловапа сăмахласа илтĕм. “Хăйсен пуласлăхне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тунă 79 каччăпа хĕр пухăннă кунта. Эпир вĕсене икĕ класа уйăратпăр. Çамрăксем шăматкунсерен Трак вăтам шкулне пухăнĕç, çирĕплетнĕ кун йĕркинчи занятисенче пĕлĕвне туптĕç. Акă паян пĕр класĕнче физикăпа, черченипе, инженерипе, тепринче биологипе, химипе уроксем пулаççĕ. Тепĕр эрнинче вара вĕсем ылмашăнаççĕ. Январьтен вĕренекенсем валли практика занятийĕсем тытăнаççĕ. Çитес вăхăтра çакăн евĕр агрокласс Çĕрпỹпе Патăрьел районĕсенче те уçма палăртатпăр”. Хам енчен вара çакна çеç каласшăн: “Çулу такăр пултăр санăн, агрокласс!”.

Г. Бонрзин.
Красноармейская районная газета "Сельская жизнь". 22.11.2016.