Паян кун та тӑван ен аталанӑвӗшӗн тӑрӑшать. ГТРК "Чувашия", 21.04.2026


Паян кун та тӑван ен аталанӑвӗшӗн тӑрӑшать. ГТРК "Чувашия", 21.04.2026Вӑл ял хуҫалӑхӑн ахаль ӗҫченӗнчен пуҫласа патшалӑх деятелӗ таран пысӑк ҫул утса тухнӑ, чылай хисеппе ырӑ ята тивӗҫнӗ. Республикӑри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Александр Самылкин 75 ҫул тултарчӗ.

СМОТРЕТЬ СЮЖЕТ

Александр Самылкин тахҫантанпах тивӗҫлӗ канура пулсан та килте алӑ усса ларма пултараймастӑп, тет. Яланах тӑван ен аталанӑвӗшӗн пӑшӑрханса халӑхра ырӑ ӗҫсем тӑвасси пирки шухӑшлать вӑл. Ҫак тӗллевпех 2020-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енри агропромышленнӑҫ ветеранӗсен пӗрлӗхне ертсе пырать.
Александр Самылкин 1951-мӗш ҫулта Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Иккӗмӗш Липовка ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫитӗнсе салтака кайса килсен Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумне, унтан Чулхулари аслӑ парти шкулне пӗтернӗ. Каярахпа Александр Петрович СССР хӳтӗлев министерстви ҫумӗнче офицерсен курсне тухнӑ, Мускаври социаллӑ университетра юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван ен туртӑмӗ вара ӑна ҫуралнӑ тӑрӑхах илӗртнӗ.
Александр Петрович вырӑнти "Коминтерн" хуҫалӑха аталантарнисӗр пуҫне ҫине тӑрсах халӑхри пурнӑҫ шайне ҫӗклессишӗн тӑрӑшнӑ, ялсене кӑвак ҫулӑм ҫитерессинче вӑй хунӑ. Ҫапла Александр Самылкин тӑван районне ертсе пыма пуҫланӑ. Каярахпа Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн депутачӗ те пулнӑ. Патшалӑх Канашӗнче аграри политикипе экологи комитетне ертсе пынӑ.
Республикӑри агропромышленнӑҫ комплексӗн ветеранӗсен йышӗнче паян 600 ытла ҫын. Вӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллашаҫҫӗ, хӑйсен сӗнӗвӗсене параҫҫӗ. Ырӑ тӗслӗхсене ытти тӑрӑхра сарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Александр Самылкин ӗҫри ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ май тӑван «Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тата ытти ҫӳллӗ шайри хисепе тивӗҫнӗ. Ӗҫ ветеранне эпир те 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Алексей Енейкин, Денис Афанасьев