"Хыпар", 12.04.2024


"Хыпар", 12.04.2024Темиçе пăтлă михĕ йăтать

Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕ Валентин Николаев спорт карьерине кире спортĕнчен пуçланă, унтан армрестлинг енĕпе хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхнă, хăйĕн телейне вара мас-рестлингра тупнă. Хальхи вăхăтра вăл республикăри чи вăйлă мас-рестлер шутланать.


— 10 çул каялла Иван Смоленцев тренер йĕркеленĕ кире спорчĕн секцине çÿреме тытăнтăм. Ун чухне эпĕ 16-раччĕ, шкулта вĕренеттĕм. Икĕ уйăх тренировка тунă хыççăн Етĕрнере иртнĕ ăмăртăва хутшăнтăм. Унта хамăн виçере пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Пирвайхи награда мана малалла хатĕрленме хавхалантарчĕ. Кире пуканне сулласа çĕклес ăсталăха хăвăртах алла илтĕм, анчах 32 килограмлă икĕ хатĕре тĕртме çăмăлах мар, — калаçăва пуçларĕ Шупашкар округĕнчи Тренккасси каччи. Иван Владимирович сĕннипех Валентин армспортпа туслашнă. Кунта ăна çитĕнÿсем нумай кĕттермен. Пирвайхи турниртах çамрăк армрестлера ăннă, унта вăл иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. Вăл Чăваш Ен кубокĕсенче темиçе хут та малти вырăнсене тухнă, студентсен хушшинче иртнĕ чемпионатсенчен те наградăпа пĕрре мар таврăннă. 2016 çулта Валентин Николаев масрестлинг турнирĕнче пĕрремĕш хут вăй виçнĕ. «Ун чухне уяв кунĕнче хулара ăмăрту иртнĕччĕ. Мана та унта хутшăнма сĕнчĕç. Тренировка тумасăрах, хатĕрленмесĕрех помост çине тухса кĕмĕл медаль çĕнсе илтĕм», — аса илчĕ спортсмен. Якут Республикинче çуралнă спорт тĕсĕ Валентина çитĕнÿ картлашкипе хăпарма пулăшнă. 2018 çултанпа вăл — Чăваш Енĕн абсолютлă чемпионĕ. Кăçал та çак ята тепĕр хут çирĕплетнĕ. Чăваш мас-рестлерĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче, Кавказ кубокĕнче, Атăлçи турнирĕсенче хăйĕн пухмачне наградăсемпе пуянлатнă. Студентсен ăмăртăвĕсенче те ăна çитекен çук.

Андрей МИХАЙЛОВ