Ĕçлеме те, вĕренме те ĕлкĕреççĕ |
Агроном, ветеринар, зоотехник, апат-çимĕçе тирпейлекен. Ку профессисем ял хуçалăх тытăмĕпе тӳрремĕн çыхăннă. Вĕсене Чăваш патшалăх аграри университечĕ хатĕрлет. «Карьера кунĕсем» шайĕнче аслă шкулăн вĕренекенĕсемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова тата патшалăх ветеринари тытăмĕн ертӳçи Константин Викторов тĕл пулчĕ. Анастасия Степанова Чăваш патшалăх аграри университетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Илнĕ пĕлĕве тӳрех ĕçре усă курать çамрăк. Вăл Патăрьелти хуçалăхра ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлет. Ĕлкĕрсе пыма ансат мар пулин те ĕçпе вĕренĕве çыхăнтарни усăллă пулнине палăртать хĕр. АНАСТАСИЯ СТЕПАНОВА: «Ĕçе каятăн та ĕçре вара куратăн, ăçта мĕскеррине ăнланатăн, мĕншĕн тесен партта хушшинче вĕренсе ларса кăна эсĕ вăл япалана курмастăн – мĕнлерех сывлаттармаллине, мĕнлерех, ăçта вырнаçнисене ăнланма йывăр. Хăçан эсĕ ĕçлетĕн, вĕренетĕн, ун чухне çăмăлрах». Çамрăк специалистсене патшалăх та тĕрев парать. Вĕсемпе «Карьера кунĕсем» шайĕнче влаç тытăмĕнче тăрăшакансем те усăллă тĕл пулу ирттереççĕ. ИННА ВОЛКОВА: «Карьера кунĕсен тĕп тĕллевĕ – яшсемпе хĕрсене патшалăх тытăмне явăçтарасси. Пирĕн министерствăра тăватă çамрăк специалист ĕçлет. Вĕсем пурте пирĕн патра практика тухнă. Ĕçĕ килĕшнипе министерствăна килнĕ». Тĕл пулура студентсен чылай ыйтăвне хуравларĕç. Çапах та малтан предприятинче ĕçлени пĕлтерĕшлĕрех пулнине палăртаççĕ çамрăксем. АЛЕКСАНДРА ЯРМУШОВА: «Манăн вĕренсе тухсан çак ял хуçалăх енĕпе карьера пуçлас ĕмĕт те пур. Ÿсен тăрансем мĕнле ӳссе, вĕсенчен мĕнле продукци тунă ĕç, ман шутпа, питĕ интереслĕ. Кашни тапхăрне пĕлме, хăв та çав этапсенче хутшăнма». «Карьера кунĕсем» яшсемпе хĕрсене патшалăх тытăмне тĕплĕн тишкерме май парать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă проектăн витĕмĕ куç кĕрет. Хальхи çамрăксенченех пулас ертӳçĕсем, министрсем, патшалăх çыннисем пулĕç. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин, Национальное телевидение Чувашии, 06.04.2022. |