В виде календаря
|
Ытларах медицина, экономика, юриспруденци специальноҫӗсене суйлаҫҫӗ
Дата: 17 июля 2019 | Категория: СМИ о нас
Республикӑри аслӑ шкулсенче ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче йышӑну комиссийӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа вӗренме кӗрес тӗллевлӗ пин-пин ҫамрӑкран заявлени илнӗ. Абитуриентсем валли кӑҫал мӗнле ҫӗнӗлӗхсем пур? Ку ыйтупа пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ кӑсӑкланӗ. Алиса Александрова, Вадим Владимиров, Никита Углев, Владимир Синдеев Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче кӑҫал бакалавр, магистр, специалист енӗпе 678 тӳлевсӗр вырӑн. Ҫавӑн пекех аслӑ шкул иккӗмӗш ҫул агрокласра вӗреннисене йышӑнать. Ҫулталӑк тӑршшӗпе профильлӗ классенче вӗренекенсем патне ял хуҫалӑх академийӗнчи преподавательсем тухса ҫӳренӗ. Агрокласран тухнисене пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗн кӑтартӑвӗ ҫумне 7 балл хушса параҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, вӗренме кӗрессине самай ҫӑмӑллатать. Ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗ пулас ӗмӗтпе вӑтам професси пӗлӗвӗ илнисем те килеҫҫӗ кунта. Максим Мешковпа Дмитрий Кузьмин, сӑмахран, аслӑ шкултан агроном пулса тухасшӑн. Республикӑри аслӑ шкулсенче специальноҫ илес текенсем хушшинче чикӗ леш енчи ҫынсем те пур. Ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗме ҫеҫ ҫулсерен 10 ытла патшалӑхран килеҫҫӗ. Источник: http://chgtrk.ru/news/23714 |
|