Агропромышленноҫ комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! Сире професси уявӗпе – Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Хресчен ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, ҫавна пӑхмасӑр вӑл хӑйӗн хисеплӗхӗпе тата пурнӑҫра питех те кирлӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Ҫӑкӑр ҫитӗнтерме тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен ҫынсем ҫеҫ – тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан парӑннисем тата ӑна никамран ытла юратакансем – пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин ҫӗр ӗҫченӗсен пултарулӑхӗпе ӗҫченлӗхне тата ырми-канми тӑрӑшулӑхне пула кӑҫалхи ял хуҫалӑх тапхӑрне тивӗҫлӗ кӑтартусемпе вӗҫленӗ.
Пухса кӗртнӗ тухӑҫ республикӑна паха тырӑпа туллин тивӗҫтерме май парать тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре кирлӗ выльӑх апачӗ валли те ҫитет.
Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем сӗт, аш-какай, пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми, ҫу паракан культурӑсем туса илессине ӳстерсе пыраҫҫӗ. Хуҫалӑхсенче малта пыракан технологисене, производствӑпа тирпейлес ӗҫри лайӑх мелсене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, ку чухнехи пысӑк тухӑҫлӑ техника туянаҫҫӗ, инвестици проекчӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексне патшалӑх паракан пулӑшӑвӑн калӑпӑшӗ 2018 ҫулта, 15 процент ӳссе, 2,7 миллиард тенке ҫитнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне тата ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен кал-кал ӗҫне пула отрасль тупӑшлӑ ӗҫлет.
Республика Правительстви ялти пурнӑҫ пахалӑхӗпе тата условийӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗп вырӑна хурать. Эпир шкулсемпе больницӑсене, культура учрежденийӗсене ҫӗнетсе пырас, ҫулсем тӑвас, ял территорийӗсене йӗркене кӗртес ӗҫсене, ҫав шутра пуҫаруллӑ бюджет программине пурнӑҫланӑ шайра, малалла тӑсӑпӑр. Ҫакӑ пурте ял ҫыннисене малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхма тата ҫӗнӗ пысӑк тӗллевсене пурнӑҫласси ҫинчен ӗмӗтленме май парать.
Мӗнпур ҫӗр ӗҫченне, механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекесене, тирпейлекен предприятисен ӗҫченӗсене ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗллеве тухӑҫлӑн татса пама пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Эсир халӑха усӑллӑ та тутлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтеретӗр. Чӑваш Енре пурӑнакансем сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗре пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Вырӑнта туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ регион тулашӗнче лайӑх сутӑнни те савӑнтарать.
Республикӑри пӗтӗм ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекене ӑнӑҫлӑ аталану, ырлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата пысӑк тухӑҫ сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев