Ĕне чĕрнине сиплеме эмел шухăшласа кăларнă. "Çамрăксен хаçачĕ", 12-05-2016


Ĕне чĕрнине сиплеме эмел шухăшласа кăларнă. "Çамрăксен хаçачĕ", 12-05-2016
Любовь Петрова, "Çамрăксен хаçачĕ", 12-05-2016.

Ялта çитĕннĕ ачасенчен чылайăшĕ мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхса пулăшать. Хăшĕ-пĕри пуласлăхне ветеринар профессийĕпе çыхăнтарать. Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Чучулина выльăх тухтăрĕ пулма мĕн хистенĕ-ха? Ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аспиранчĕпе тĕл пулса калаçрăм.