Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Международным женским днем


Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Международным женским днем
Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!


«Кӑмака – пӳрт ӑшши, хӗрарӑм – чун ӑшши», – теҫҫӗ чӑвашсем. Эсир тимлӗ те тӑрӑшуллӑ пулнӑран кашни килтех ӑшӑлӑхпа хӑтлӑх хуҫаланать, таврари тӗнче вара ҫутӑпа тата ырӑлӑхпа тулать. Сирӗн ачашлӑхӑрпа ӑсӑр пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантараҫҫӗ.

Эсир республикӑн тата пӗтӗм ҫӗршыв аталанӑвне калама ҫук пысӑк тӳпе хыватӑр. Чун туртӑмне парӑнса ӗҫлекен вӗрентекенсемпе тухтӑрсем, яваплӑ ертӳҫӗсемпе тӑрӑшуллӑ специалистсем, ырми-канми ӗҫчен ял пикисем, пултаруллӑ культура ӗҫченӗсем – эсир хӑвӑр ӗҫӗрпе, иксӗлми вӑй-халӑрпа тата хастарлӑхӑрпа Чӑваш Енӗн хальхи пурнӑҫне тӑватӑр тата пуласлӑхне йӗркелетӗр.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн ҫар ҫыннисен амӑшӗсемпе арӑмӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Сирӗн ҫирӗплӗхӗр, чун хавалӗ, ӗненӗвӗрпе юратӑвӑр пирӗн салтаксене тӑшмана часрах ҫӗнтерессе ҫирӗппӗн шанма вӑй параҫҫӗ.

Хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлессине халалланӑ хӗрарӑмсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Сирте вӑй, илемлӗх тата паттӑрлӑх cӑнарланса тӑрать.

Хаклӑ аннесем, асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йӑмӑксем, савнӑ арӑмсем тата юратнӑ хӗрӗмӗрсем! Ҫак кун сире ҫывӑх ҫыннӑрсем ытамӗ-ытамӗпе чечек парнелеччӗр тата кӑмӑллӑ кӗтменлӗхсемпе савӑнтарччӑр. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫемье телейне, ырлӑх тата тӑнӑҫлӑх сунатӑп.

Уяв ячӗпе, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе сире!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев



Дорогие женщины!

От всей души поздравляю вас с Международным женским днем 8 Марта!


В Чувашии говорят: «Кӑмака – пӳрт ӑшши, хӗрарӑм – чун ӑшши» – «Печь греет дом, а женщина – душу». Благодаря вашему вниманию и заботе в каждом доме царят тепло и уют, а мир вокруг наполняется светом и добротой. Ваши нежность и мудрость помогают нам преодолевать любые трудности, вдохновляют на покорение новых высот.

Вы вносите огромный вклад в развитие нашей республики и всей страны. Преданные призванию учителя и врачи, ответственные руководители и специалисты, самоотверженные труженицы села, талантливые деятели культуры – своим трудом, энергией и неравнодушием вы создаете настоящее и строите будущее Чувашии.

Особые слова благодарности женам и матерям наших военнослужащих – участников специальной военной операции. Ваши стойкость, сила духа, вера и любовь придают нашим бойцам уверенность в скорой победе.

Отдельное спасибо женщинам, которые выбрали для себя путь служения Отчизне. Вы воплощаете в себе силу, красоту и отвагу.

Милые жены, дорогие мамы, бабушки и сестры, любимые дочери! Пусть этот день подарит вам море цветов и приятных сюрпризов. Желаю вам крепкого здоровья, семейного счастья, благополучия и мира.

С праздником вас, с Международным женским днем!

Глава Чувашской Республики Олег Николаев